ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ КУНĔ

02 февраля 2008 г.

Шкулта тăтăшах тĕрлĕ меро-приятисем, уявсем иртеççĕ. Чи асра юлаканни, кĕтни - шкул кунĕ. Çак уяв вĕренекенсене, учительсене, кунтан вĕренсе тухнисене, ашшĕ-амăшĕсене пĕрле пуçтарăнса савăнма, туслăха çирĕплетме майсем туса парать. Çулталăкра пурнăçланă ĕç планне пăхса тухатпăр, пĕтĕмлетỹсем тăватпăр. Вĕренỹре, ĕçре, спортра пысăк çитĕнỹсем тăвакансене палăртатпăр. Ташă-юрăри ăсталăха та кăтартатпăр. Кунта вара эпир пурте маттур. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче эпир тăван шкулăмăр 126 çул тултарнине уявларăмăр. Уява шкул директорĕ Владимир Владимирович Воронов уçрĕ. Вăл шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Пултаруллă ачасемпе учительсене тав сăмахĕ каларĕ. Шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.С.Иванова вара иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ чĕрĕкре районта тĕрлĕ предметпа олимпиадăсем иртнĕ. Унта пирĕн шкулти маттур ачасем те хутшăннă. Чыла-йăшĕ пĕлỹпе палăрнă, малти вырăна тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те шкул чысне çỹллĕ шайра тытнишĕн, вĕренỹре маттур пулнишĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов та шкул коллективне ăшшăн саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Вăл вĕрентекенсемпе ачасем обществăлла ĕçре хастар пулнине каласа хăварчĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул 50 гектар çинче вăрман лартса хăварнă, шкул ура-мĕнчи аллейăна та йывăçсем лартнă. Малалла вара кашни класс хăйĕн презентацийĕпе тата визит карточкипе паллаштарчĕ. Классем хăйне майлă пурнăçпа пурăнаççĕ иккен, кашнийĕшĕн интересĕ расна. Пĕрисем спорта кăмăллаççĕ, теприсем юрă-ташăра е вĕренỹре пултаруллă. Апла пулсассăн шкулта ăсталăхпа палăракансем пĕлỹ пухаççĕ. Уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ-рен выставкăсем те ĕçлерĕç. Кунта ачасен чи лайăх портфолиосемпе те паллашма май пулчĕ. "Çемçе тетте" кружока çỹрекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем "Хаваслă стартра", вăтам классем мини-футбол выляса, аслă классем, вĕрентекенсем, шкултан вĕренсе тухнисем волейболла выляса вăй виçрĕç. 8-мĕш классем мини-футбол вăййинче чи матуррисем пулчĕç. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те уява килнĕ. Вĕсем волейболла выляса вăй виçрĕç. Хирти Мăнтăр каччисем нĕркеçсене çĕнтерчĕç. Хĕрсем вара хăнасене парăнтарчĕç. Шкул кунĕ асра юлмалла иртрĕ. Малашне те ăна çỹллĕ шайра ирттересчĕ. Кашни çулах пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илесчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика