Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИЛĔК ХĔР АШШĔНЕ

30 января 2008 г.

МАНМАСТЬ тĕрĕньелсемшĕн нумай ырă ĕç туса хăварнă Александр Тихонович Краснов. Кашни урамра яп-яка асфальт çул. Ял хĕррипе, çырма таврашĕнче йывăçсем çитĕнеççĕ. Пĕве варринче утрав пур. Çакăн пек çын пулман пулсан, тен, паянхи кунччен те ачасем вĕренме кяршĕри Ыхра Çырмине çяретчĕç. Паллах, пĕччен мар, вырăнти кирпĕч çавочĕн директорĕпе Николай Александрович Кошкинпа тата ял халăхĕпе пĕр шухăшлă пулса çакăн пек пысăк ĕçсем туса ирттернĕ вĕсем. Сывлăхĕ хавшанипе ултă çул каялла тăван ял-йышран уйрăлса кайрĕ вăл. Унтанпа кашни хĕлех нумай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентя отличникне А.Т. Краснова халалласа районта футбол турнирĕ иртет. Кăçал та çак куна Тĕрĕньелсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ялтан аякра пурăнакансем ятарласа çитме васкарĕç. Турнирăн тĕп спонсорĕсем - Александр Тихоновичăн пилĕк хĕрĕ - хальхинче те çемйипех пуçтарăнса килчĕç. Вĕсем шкула уяв пуçланичченех футбол формисем парнелерĕç. Тĕрĕньелсем харăсах виçĕ - ĕçлекенсен, студентсен, шкул ачисен - командисене тăратрĕç. Шăнкăртам, Татмăш, Патăрьел тата Комсомольски районĕнчи Явăшран килнĕ спортсменсем тупăшрĕç кубока çĕнсе илессишĕн. Вырăнти шкул ачисем, «Красновецсем», хальхи турнирта та ăста футболистсем пулнине çирĕплетрĕç /вĕсем юлашки ултă çулта районти шкулсен хушшинче иртекен футбол ăмăртăвĕсенче яланах çĕнтеряçĕсем/. Вĕсем финалта Каçалсен “Туслăх” командипе тупăшрĕç. Юрий Макаров тапăнакан, Ваня Шуваров хапхаçă тата Слава Макаров капитан çĕнтерĕве çывхартассишĕн уйрăмах хытă тăрăшрĕç.

Турнир çĕнтеряçисене А.Т.Краснов хĕрĕсем - ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, “Трейд-комплект” директорĕ О.Челякова, ”Аудит-Консалтинг” фирма пуçлăхĕ М.Замчинская, “Электросила” предприятин пуçлăхĕ П.Лаврентьева тата Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн тĕп бухгалтерĕ Е.Михайлова саламларĕç, хаклă парнесем пачĕç. Район ертяçине Н.Глухова, ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Рубцова, ял старостине В.Алексеевăна, шкул коллективне, ял-йыша, ашшĕне манманшăн, çулсерен турнир ирттернĕшĕн тав турĕç. Сăмах май, Александр Тихоновичăн мăшăрĕ Александра Александровна ял халăхне, шкул коллективне çулсерен ĕçре хавхалантарсах пырать. Шкула тĕрлĕ кĕнеке, музыка центрĕ, театр костюмĕсем, компьютерсем парнеленĕ вĕсем. Çулсерен хаçат-журнал та çырăнса параççĕ, Александр Тихоновичăн ырă ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. “Ашшĕ пурăннă чухне: “Манăн вĕсем арçын ачасенчен те ирттереççĕ” тесе ахальтен каламан ĕнтĕ”, - терĕ Александра Александровна. Çапла, вĕсем амăшне çеç мар, ял-йыша та пулăшма вăй-хал тупаççĕ.

Кăçалхи çул - Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Тĕрĕньелсенчен тĕслĕх илсе ытти ялта та спорт вăййисем çакнашкал йĕркелесен пит аванччĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика