Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă

25 января 2008 г.

Тăван çĕр пире вăй-хăват парса тăрать. Çавăнпах унăн пуянлăхне упрама çине тăмалла. Алманч ялĕнче пурăнакан Данил Петрович Петров та çаплах шутлать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă. Çавна май Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.

Тăван çĕре юратнине, халăхпа ĕçлеме пĕлнине курах ăна ку тăрăхри ял çыннисем “Гигант” хуçалăха ертсе пыма шаннă. Председательте Данил Петрович 1984—1992 тата 1996—2001 çулсенче вăй хунă. Ертÿçĕ ĕçĕ епле йывăррине ку лава туртса курнă çын çеç лайăх пĕлет. Д. Петров хуçалăха ертсе пынă тапхăрта Алманч тăрăхĕнче курăмлă ырă улшăнусем сахал мар пулнă: çĕнĕ обăектсем çĕкленнĕ, çав шутра шкулпа ФАП çурчĕсем те, техника паркĕ пуянланнă, çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем лайăхланнă. Ялсене асфальт çулсем çитернĕ, çыннисем те çĕнĕ çуртсем хăпартнă, çамрăксем валли хваттерсем тунă. Çавна пулах хуçалăх Чăваш Ен Президенчĕн Н. В. Федоровăн сумлă парнисене — гусеницăллă икĕ трактора тивĕçнĕ. Председателе хăйне вара 1997 çулта “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Хастар ĕçшĕн тивĕçнĕ медальсем те пур Данил Петровичăн.

Пĕр хушă Алманч ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ те, хуçалăх ертÿçин выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçлекен çумĕ те пулнă, халĕ — тивĕçлĕ канура.

Çĕнĕ 2008 çулăн пĕрремĕш кунĕнче Д. П. Петров 70 çул тултарчĕ. Юбилее вăл халăхпа пĕрле паллă тума шутларĕ. Алманчсем Данил Петровича январĕн 11-мĕшĕнче ялти кану центрĕнче чысларĕç. Юбиляра район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ, савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Данил Петрович ячĕпе ăшă сăмахсем татах та пулчĕç чыславра. Вĕсене, парнесем панă май, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Г. Федорова, Нимĕчкасси ял старости Е. П. Макарова, çавăн пекех Чăваш патшалăх академи симфони капеллин администраторĕ П. П. Сидоров каларĕç.

Юбиляр хăйне çапла чысланăшăн пурне те ăшшăн тав турĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика