Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕшсен йышĕнче

18 декабря 2007 г.

Мăн Шетмĕ шкулĕнче спорт пысăк хисепре. Кунти çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсем Эдуард Филиппов педагогпа Виталий Семенов тренер ертсе пынипе тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре кăна мар палăрнă. Тĕслĕхрен, Анаткас каччи Сергей Афанасьев, вăтам дистанцисене чупса, Европăн кĕмĕл тата пăхăр, çĕр-шывăн 5 ылтăн медалĕсене çĕнсе илнĕ. Сергей Германович районта чи малтан тĕнче класлă спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Кунтан вĕренсе тухнисем хушшинче СССР, Раççей, Чăваш Республикин чемпионĕсемпе призерĕсем те пур.

Районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янăранпа 25 çул тултарчĕ. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче те çав вăхăталла спортăн ку енĕпе интересленме тытăннă. 1983 çулта асăннă шкулта Герман Васильев энтузиаст ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уçнă. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕчченех ĕçленĕ. Çак хушăра Герман Геннадьевич тăрăшнипе ку тăрăхри ялсенчи вуншар арçын ача ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăха алла илнĕ. Хăшĕсем район чемпионĕ тата призерĕ ята темиçе хутчен те çĕнсе илнĕ. Çав йыша Вениаминпа Виталий Дмитриевсем, Андрейпа Владимир Митрофановсем, Андрейпа Иван Власовсем, Василий Петровпа Иван Яковлев, Александр Васильевпа Николай Авинов, Владимир Васильевпа Павел Серафимов, Борис Федоровпа Иван Петров, Владимир Петровпа Алексей Никитин кĕнĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика