Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнар-ха, тăван, савăнса çеç ялан

22 декабря 2007 г.

 "ЧРЕЧЕРЕН пăх çумăр çунине, унтан тухса пăх шывĕ юхнине..." Аса килеççĕ юрăри сăмахсем. Пĕрисемшĕн _ хурлăхлăн, теприсемшĕн хаваслăн илтĕнеççĕ вĕсем. Анат Чаткас хĕрĕ пулнă Евгения Николаевна Еремеевăшăн çак сăмахсем темрен те паха та хаклă. 1917 çулта çуралнăскер, хăйĕн кун-çулĕнче савăнăçне те, хуйхи-суйхине те нумай чăтса ирттернĕ. Уйрăмах вăрçă çулĕсем йывăрпа çырăнса юлнă унăн пурнăç кĕнекинче. Выçлăха, нимĕнле чире те парăнман вăл, яланах малалла ăнтăлнă, кун-çул уттинчен юлма тăрăшман. Пурнăçĕ унăн юрăри çумăр шывĕ пекех юхса иртнĕ. 1937 çулта ĕçчен те пăравур хĕр Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхаль каччипе Алексей Иванович Черновпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ вĕрентекен пулнăран, малтанласа Тăваньелĕнчи шкулта ĕçлесе пурăннă. Килĕшỹллĕ çемьере часах ачасем те çуралнă. Черновсен вĕсем _ тăваттăн, икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Шел те, çемье пуçĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулнăскерĕн, кун-çулĕ кĕскерех пулнă, вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă, 1974 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Е.Чернова йывăр çухатăва чăтса ирттернĕ те ыттисемпе пĕр танах ĕçлесе пурăннă. Пуçне усма хăнăхман Евгени аппа. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Халĕ те вăл, 90 çула çитрĕ пулин те, сывлăхпа çỹрет, вăйĕ çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшать. Çуллахи кунсенче вăл Куршанкăрах пурăнать. Пахчара ĕçлет. Унăн пахчи ялти çынсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, унта пĕр çум курăк та ашкăрмасть. Ир пуçласа каçчченех тăрмашать анкартинче, ывăннине те туймасть. Уçă сывлăш сывлăхшăн сиплĕ пулнине шута илет вăл. Хĕлле вара ачисем патне каять. Унта та алă усса лармасть: çăм арлать, алса-чăлха çыхать... Евгени аппана савăнтарса, унăн куçĕ умĕнче 11 мăнук çитĕннĕ. Вĕсене вăл ачисенчен те хытăрах юратса пăхнă. Халĕ те вĕсем уншăн хаклă та пархатарлă тĕпренчĕксем. Мăнукĕн ачисем те савăнăç парнелеççĕ ăна, вĕсем унăн _ улттăн. Евгения Николаевна Чернована 90 çул тултарнă ятпа Тамарăпа Нина хĕрĕсем, Бориспа Сергей ывăлĕсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем чун-чĕререн саламлаççĕ. Çуратнăшăн, ỹстернĕшĕн тав тăваççĕ, унăн умĕнче çĕре çити пуç таяççĕ. Татах та нумай-нумай пурăнса вĕсене савăнтарма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика