Александровское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛТАРУЛЛИСЕМ ÇĔНТЕРЧĔÇ

19 декабря 2007 г.

Кăçал Чăваш Республикинче "Ача çулталăкĕ" пулнă май, ялти культура çурчĕсем çумĕнче ача-пăча драма кружокĕсен смотр-конкурсĕ малалла пырать. Александровка ял поселенийĕнчи культура çурчĕсем çу-мĕнчи кружока çỹрекен пĕчĕк ачасем те смотр-конкурса хутшăнчĕç. Çак кунсенче Кивĕ Сĕнтĕр культура çуртне йышлăн пухăнчĕç. Конкурс программине Çĕнĕ Сĕнтĕртен килнĕ ачасем уçрĕç. Вĕсем Антип Николаев çырнă "Уяв парни" пьесăна кăтартрĕç. Таньăпа Катя Тарасовасем, Дима Силанов тата Лева Петров хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç. Хырай Ĕнелĕнчен килнĕ ачасем вара вырăс халăхĕн "Аленушкăпа тилĕ" юмахне кăтартса пачĕç. Аленушка сăнарне Таня Мукшина питĕ витĕмлĕ вылярĕ. Кукашшĕ рольне Сергей Светличный, кукамăшне Настя Сорокина калăпларĕç. Вăрмана çырлана кайсан Аленушкăна çухатса хăваракан юлташĕсен сăнарĕсенче Юля Зайцева, Аня Сорокина, Наташа Мукшина пулчĕç. Кашкăр рольне Дима Ишмуратов, упа - Артем Мартынов, чее тилĕ рольне Аня Ишмуратова питех те кăмăллă вылярĕç. Уяв программине малалла Александровка ялĕнчи пĕчĕк артистсем тăсрĕç. Вĕсем Евгения Шушакова çырнă "Кулăш кунĕ" пьеса хатĕрленĕ. Пьесăна лартма Ксения Буланкова, Аня Кокшина, Надя Петрушкина, Таня Михайлова, Юля Кокшина, Алена Зайцева, Женя Лукина, Настя Кокшина, Антон Поляков, Дима Загудалов хутшăнчĕç. Вĕсем пурнăçра ырăпа лайăх яланах усалпа киревсĕрлĕхе çĕнтернине уççăн кăтартса пачĕç. Женя Лукинапа Юля Кокшина, Ваçлей Самойлов-Эверккел хайланă "Аннене мĕн парнелес-ши(" сценкăна лартса пачĕç. Чăнах та артистсем пулмах çуралнă ку пĕчĕк хĕрсем тесе калас килет вĕсем çинчен. Кивĕ Сĕнтĕрти шăпăрлансем вара Архип Александров çырнă "Тĕрĕс тунă" пьесăпа паллаштарчĕç. Амăшĕ рольне - Алиса Кокшина, хĕрĕ - Сашенька Ванюркина, ывăл ачине Гера Кокшин вылярĕç. Ачасем сцена çине тухма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сăмахĕсене те аван пĕлеççĕ. Маттур! Жюри членĕсем пĕр саслă пулса, чи пултаруллисем Александровка ялĕнчен килнĕ артистсем тесе палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Сĕнтĕр ачисем çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăна Хырай Ĕнелпе Çĕнĕ Сĕнтĕр ачисем йышăнчĕç. Ачасене культура çурчĕсенче татах та курасчĕ. Культура ĕçченĕсен вĕсене тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтарса тавракурăмне ỹстерес тесе тăрăшмалла. Çитĕнекен ăрăвăн канăвне усăллă ирттересчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика