Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНТЕШСЕНЕ СУМА СУСА МИНИ-ФУТБОЛ ТУРНИРĔ 16-МĔШ ХУТ ИРТРĔ

12 декабря 2007 г.

Эльпуç ял поселенийĕнчи Хирти Явăш ялĕнче И.Гавриловпа В.Тазетдинов воин-интернационалистсене, çарта вăхăтсăр вилнĕ Ю.Яковлев, А.Иванов, Р.Гафуров ентешсене чысласа çулсеренех мини-футбол турнирне йĕркелеççĕ. Кăçал 16-мĕш хут вăл декабрĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Пухăннисем чи малтанах паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минутлăх шăп тăчĕç. Спортсменсене район пуçлăхĕ Г.Волков, унăн çумĕ, капиталлă строительствăпа çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Б.Каринкин, "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Р.Мансуров, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ В.Гордеев, районти афганецсен совечĕн председателĕ В.Гаврилов саламларĕç. Турнира уçакансем район администрацийĕн тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен командисем пулчĕç. Туслă тĕлпулура районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен команди Р.Мансуров ("Дружба" ЯХПК), Н.Мифтахутдинов ("Алга" ЯХПК), С.Тимофеев ("ГСИС" ФПУ), М.Афанасьев ("Рассвет" ЯХПК), Х.Идиатуллин ("Слава картофелю") 3:0 шутпа район администрацийĕнче ĕçлекенсене парăнтарчĕç. Турнира Комсомольски, Патăрьел, Йĕпреç районĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Пурĕ 8 команда вăй виçрĕ. Вăйă хĕрỹ иртрĕ. Кашниех çĕнтерме талпăнчĕ. Апла пулин те пурне те парăнтарса Патăрьел районĕнчи Треньел команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн команди, виççĕмĕшсем - йĕпреçсем. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе, Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Турнирта чи пултаруллă спортсменсене те палăртрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика