Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИЧЧĔМĔШ ОФИС ХУТА КАЙРĔ

14 ноября 2007 г.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçрĕç. Халĕ районта пурĕ 7 уйрăм ĕçлет. Медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатни, тĕрлĕ специалистсем кунтах йышăнни ял халăхĕшĕн калама çук пысăк савăнăç. Уйрăма тĕпрен çĕнетсе хута ярасса ял халăхĕ те, унта вăй хуракансем те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çавна май савăнăçлă уява йышлăн пухăннă. Чи малтанах пурне те пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçнă май, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ. "Çынсене сипленме пĕтĕм услови туса панă. Ку ял халăхĕшĕн калама çук паха",- терĕ Г.Волков. Шур халатлă ĕçченсене, пухăннисене, хăнасене Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, "Алга" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Н.Мифтахутдинов, "Комсомольское" РСУ УАО директорĕ В.Максимов, район больницин тĕп врачĕ М.Федорова ăшшăн саламларĕç. Çĕнĕ уйрăмра тăрăшса ĕçлеме сунчĕç. Урмае-лĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне Р.Диканиева тухтăра ертсе пыма шаннă. Паянхи куна уйрăм 2854 çынна пулăшу парать. Вĕсенчен 701-шĕ - ачасем. Кунти коллектив туслă, пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса вăй хураççĕ. Специа-листсенчен нумайăшĕ шанса панă ĕçре чылай çул тăрăшать. Кунта халь çынсене сиплеме, вĕсене сĕнỹ-канашпа пулăшма пĕтĕм услови çителĕклĕ. Пепкесене йышăнма уйрăм пỹлĕм пур. Шăл тухтăрĕн кабинечĕ те хăтлă. Кунта çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеççĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Аптека ĕçлени те ял халăхĕшĕн калама çук пысăк пулăшу. Хăть мĕнле эмеле те кунтах туянма май пур е ăна заказ пама та пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика