Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен юратнă вырăнĕ

15 октября 2007 г.

Мăн Шетмĕре тĕслĕх библиотека уçнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Апла пулин те вăл, ялти Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнăскер, çынсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ.

Ватти-вĕтти те, вăй питтисем те хапăлласа çÿреççĕ вулавăша. Таса та çутă пÿлĕмре вĕсене Раиса Герасимова библиотекарь ăшă кăмăлпа йышăнать, килĕштернĕ кĕнекесене суйласа илме пулăшать, вăл е ку произведенипе паллашма сĕнет. Вăл кунпа пĕрлех тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме те хутшăнать, вĕсен сценарийĕсене çырса хатĕрлет, уявсене хăех ертсе пырать. Ку тăрăхри ватăсем, ав, “Тимлĕх” клуб занятийĕсене çÿреме кăмăллаççĕ, унта Раиса Гурьевна çине тăнипе çĕннине, усăллине нумай пĕлеççĕ. Библиотекарь сăнне районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика