Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимуровецсене пысăк тав

17 октября 2007 г.

Ураскассинче Тимур команди пур. Унта 6-9 классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Ăна Николай Степанович Васильев учитель йĕркеленĕ.

Командăн тĕллевĕ – пурнăçри пăтăрмахсене хирĕç кĕрешесси, инвалидсемпе ваттисене пулăшасси, тавралăх илемĕшĕн тăрăшасси, çут çанталăк пурлăхне упрама, çынсене хисеплеме вĕрентесси, ачасене ĕçе хăнăхтарасси.

Тимур командинчисем кашни çулах, çуркуннепе кĕркунне, вăрман хуçалăхĕнчен хыр, чăрăш, юман хунавĕсем илсе килсе кирлĕ вырăнсене лартаççĕ. Тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçе хутшăнаççĕ, август уйăхĕнче ак Çĕнçырма ялĕнчи урамсене тасатнă, Эльпуçне те çитсе килнĕ.

Хĕлле ваттисене юр хырса пулăшаççĕ, шыв кÿрсе параççĕ, кĕркунне кăшман, çĕрулми кăлараççĕ. Ял варринчи палăка юсаса, сăрласа тăраççĕ, пĕве çывăхне кăçал та йывăçсем чылай лартрĕç, беседки те пур. Унта ĕç хыççăн канма, пулă тытма хаваслă.

Кăçалхи октябрьте Тимур команди ман кил хуçалăхра та пулчĕ. Хапха умĕнчи тислĕк купине тирпейлерĕç. Питĕ тăрăшуллă ĕçлерĕç.

Çавăн пек ĕçчен, маттур ачасем çуратса ÿстернĕшĕн ашшĕ-амăшĕсене чун-чĕререн тав тăватăп.

К.Никандрована, Л.Иванована " 8 кл.", П.Григорьевана, Н.Спиридонована, Н.Ильинана "7 кл.", М.Григорьевана "8 кл.", О.Никандрована "9 кл.", К.Иванована, Е.Сербинана, М.Васильевана "6 кл." вĕренÿре ăнăçусем сунатăп.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика