Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Награда хуçине 62 çултан тупнă

14 сентября 2007 г.

Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕнче пурăннă Николай Степанович Соколов таврара хисеплĕ çын пулнă. 1926 çулта çуралнăскер хăй вăхăтĕнче лесникре ĕçленĕ, тăван колхозра ĕçре вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл 43-мĕш çулхи чỹк уйăхĕнче кайнă. Разведчик пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна темиçе хут та орден-медальпе наградăланă. Анчах пĕр наградăна вăл илеймен иккен, 45-мĕш ака уйăхĕнче аманнă та... Эвакогоспиталь хыççăн вăрçă вĕçленсен, ентешĕмĕр тăван яла таврăннă. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Çав 45-мĕш çулхи ака уйăхĕнче вара стрелоксен 211-мĕш дивизи командирĕн хушăвĕпе паттăр салтака III степень Мухтав орденĕпе наградăланă иккен. 62 çул иртсен награда Комсомольски районĕн çар комиссариатне çитнĕ. Шел те, Николай Степанович хăй çак кунччен пурăнайман. Çавна май çак кунсенче райадминистраци пуçлăхĕ Г.Волков ордена тата унăн удостоверенине паттăр салтак ывăлне Виктор Николаевича панă. Çак ятпа районăн çар комиссарĕ А.Маурин, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Волков та саламланă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика