Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНĔШ НĂРВАШРИ ЯСЛИ–САДА – 20 ÇУЛ

11 сентября 2007 г.

005

 Районти вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче Енĕш Нăрвашри ача сачĕн воспитательне Л.Павлована ЧР вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç.

Çакăн хыççăн Луиза Николаевнапа ачасене воспитани парасси пирки калаçу пуçартăмăр.

–Ăшă çумăр чаш та чаш,

Ÿс, калчам, çĕклен эс яш,

Çÿлерен çÿле кармаш,

Çывăр пĕчĕкçĕ чăваш! – тесе çырнă П.Хусанкай хăйĕн “Сăпка юрри” ятлă сăввинче. Пĕчĕккисене хăвăртрах ÿсме, яланах лăпкă пулма, ашшĕ-амăшне юратма, юлташа хисеплеме, туслăха упрама, тăтăшах малалла, чăн çулпа кăна утма сунать поэт. Ачасем телейлĕ, хаваслă, ăслă-тăнлă, сывлăхлă пулччăр тесе чылай тăрăшаççĕ те пирĕн çĕршывра, çуратмалли больницăсем, шкулсемпе ясли-садсем, библиотекăсем тăваççĕ. Чăваш Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула ачасене халаллама йышăнни те çÿлерех асăннă ырă ĕçсен йышне кĕрет. Районта та ку енĕпе чылай тимлеççĕ. Пуласлăхăмăр паянхи ачасенчен нумай килнине пĕлсе тăрăшатпăр çав эпир, аслисем. Ялти воспитателĕн ĕçне те асăрхани тата хавхалануллăрах пулма хистет, – сăмах çăмхине сÿтрĕ те сÿтрĕ хĕрарăм.

Енĕш Нăрвашри икĕ хутлă ясли-сада шăпах 20 çул каялла уçнă иккен. Хăйне евĕрлĕ юбилей ĕнтĕ ку. Çак тапхăрта кунтан çĕр-çĕр ача лайăх воспитани илсе тухса кайнă, ырă чунлă çын пулнă. Иртнĕ çул енĕшнăрвашсем “Ялти чи лайăх ача-сачĕ” номинацире çĕнтерсе пысăк парнене тивĕçнĕ. Ку çитĕнÿ Галина Петровна Петрова заведующи ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе те пулнă. Çавăн пекех Л.Павлова воспитателĕн тÿпи те сахал мар. Вĕсем иккĕшĕ те уçăлнăранпах вăй хураççĕ кунта. Л.Алексеева, М.Васильева, Л.Евдокимова воспитательсем те пысăк опытлă. С.Иванова музыкçăна, В.Нилова медсестрапа няньăсене те ырăпа асăнмалла. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем.

Ясли-сада 50 яхăн ача çÿрет. Вăхăта усăллă ирттерме условисем çителĕклĕ кунта, газпа хутса ăшăтаççĕ, ырă сунса кĕтсе илеççĕ.

–Мăшăрăмпа, Владимир Валериановичпа виçĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Мухтав Турра, Алешăпа Андрей тата Инна ырăпа усала уйăрма хăнăхса ÿсрĕç. Çынсем хушшинче хăйсен вырăнне тупма, аслă пĕлÿ илме ăнтăлаççĕ. Хăй çуратнă пепкисене воспитани пама пĕлменскере ыттисен ачисене вĕрентме шанса парас çук ĕнтĕ. Питĕ юрататăп пĕчĕкскерсене, тепĕр ĕç кунĕ пуçланиччен вĕсемшĕн тунсăхлама та тытăнатăп, – тет воспитатель.

Унпа калаçнă май куç умне ырă-ырă сăн ÿкерчĕк тухрĕ. Пĕрремĕш кĕçĕн ушкăна çÿрекен 15 ача Л.Павлова çумĕнче тĕрмешеççĕ, чĕкеçсем пек чĕвĕлтетеççĕ хăйсем. Кашнин валли кăмăлĕн ăшшине тупать Луиза Николаевна. Кирлĕ пулсан ачашлать е хăйĕн ытамне илет, тепĕр чухне асăрхаттарать, вĕрентет. Кашни кун çапла иртет. Ачасем ăна юратаççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре хĕрарăма В.Ефимова няня чылай пулăшать. Туслă çемьери пек пурăнаççĕ вĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика