Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ỸСĔМ ÇУЛĔПЕ - ГРАНТ ПАТНЕ

05 сентября 2007 г.

2007 çул Валентина Зайцева пурнăçĕнче асран кайми ăнăçлă çул пулчĕ, аллă çул утса тухрĕ. Çуралнă кунĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Грант хуçи" премине çĕнсе илнипе пĕр вăхăтра килчĕ. Валентина Зайцева 1957 çулхи пуш уйăхĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. Комсомольскинчи вăтам шкула тăрăшса вĕренсе пĕтернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Чăваш чĕлхипе литератури" факультетне вĕренме кĕнĕ. 1979 çулта дипломлă çамрăка Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл виçĕ вĕренỹ çулĕ ĕçленĕ. 1982 çулхи сентябрь уйăхĕнче Хирти Явăш вăтам шкулĕнче В.Зайцева чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Пĕр вăхăтрах шкулпа класс тулашĕнчи воспитани енĕпе организаторта чĕрĕк ĕмĕр вăй хурать. Çак хушăра хăй пултаруллă, творчествăлла ĕçлекен педагог пулнине пур енчен те кăтартса парать вăл, коллективра çеç мар, районта, республикăра авторитет, хисеп çĕнсе илет. 1995-1996 вĕренỹ çулĕнчен пуçласа чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин предмечĕсемпе шкулта çеç мар, район шайĕнче учительсем валли "Асанне эрни", "Мăнкун", "Чăваш çырулăхĕн историйĕ", "Чăваш йывăçĕсем. Юман" темăсемпе уçă уроксем ирттерет. 1999 çул. "Çăмарта - пурнăç палли (символĕ)", "Шкулти кружоксем" темăпа районти шкул директорĕсен çумĕсем валли хатĕрленĕ урок - семинарсем çỹлти шайра иртнĕ. 2000 çулта унăн "Пушкин сцена çинче", 2003 çулта чăваш чĕлхипе литература кафедринче ĕçлекен методистсем валли йĕркеленĕ "Çăлтăрлă сехет" ятлă уçă урокĕсене те итлекенсем пысăк хак панă. 2001-2002 вĕренỹ çулĕсенче Валентина Германовна чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн юбилейĕ ячĕпе республика шайĕнче иртекен конференцине хутшăнать, "Шуйттан чури" трагедипе "Кĕлпук мучи" поэми тăрăх хатĕрленĕ сыпăксене кăтартать. "Халăх шкулĕ" журнала кăларас проблемăсем пирки иртекен çавра сĕтелте активлă хутшăннăшăн ăна грамота парса чысланă. Валентина Зайцева ĕçте-шĕсене те тăтăшах хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Учитель "Халăх шкулĕ" журналпа тачă çыхăну тытать, унăн статйисем тăтăшах унта пичетленеççĕ. Валентина Германовна çамрăксен çарпа патриотизм туйăмне вăйлатас тесе чылай ĕç тăвать. Вăл вăрçă ветеранĕсемпе вĕренекенсем хушшинче тĕлпулусем йĕркелет. Афган вăрçинче çапăçса вилнĕ Игорь Гавриловпа Фазых Тазетдинов ашшĕ-амăшĕсемпе, тăванĕсемпе çыхăну тытнă. Вăл ертсе пынипе шкул пĕтернĕ çар çыннисем çинчен асаилỹсем пуçтараççĕ, çырусем çỹретеççĕ. Хирти Явăш шкулĕнче вĕренекенсем районта иртекен "Салтак юррисем" фестивальте малтисен ретĕнче. 2005 çулта республикăра "Çĕнтерĕве - 60 çула, утмăл ырă ĕç" акцине хутшăнса "Паттăрлăх та вилĕмсĕр, астăвăм та чĕрĕ" номинаципе Валентина Зайцевăн вĕренекенĕсем çĕнтерỹçĕсем пулнă. Шкулти краеведсем Комсомольски районне кĕрекен ялсем çинчен паха материал нумай пухнă. Педагог "пĕчĕк çĕршыв" урок-экспедицисем ирттерет, фольклор материалĕсем пухать, тăван ен топонимикине тишкерет. Раштав уйăхĕнче шкул коллективĕ, ялсенчи общественноçпа пĕрле шкул 110 çул тултарнине уявларĕ. Йĕрлевçĕсем вунă çул ытла республикăри "Эткер" туризм организацийĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, кашни çулах республикăра иртекен "Ростки возрождения" вăййа активлă хутшăнаççĕ, краеведсен сле-тĕнче тĕрлĕрен конкурсĕсенчен хутшăнса лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ. Валентина Германовна литературăпа драма кружокне ертсе пырать. Тăван чĕлхене, литературăна лайăх пĕлекенсен шкулти команди çулсерен республикăра иртекен чăваш чĕлхи эрнинче ("Эткер") малти вырăнсене çĕнсе илет. Тăван ен культурине вĕрентекен учитель пулнă май, Валентина Германовна шкулта шырав ĕçĕсене çĕнĕрен чĕртсе янă. Пĕрер пĕрчĕн фольклорпа топонимика материалĕсене пуçтараççĕ, паллăрах ентешсен ĕç биографине тĕпчеççĕ, шкул вĕренсе пĕтернĕ çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтернисене шыраççĕ, ял - район историне тĕпчесе вĕренеççĕ. Учительница нумай çул краеведсен "Компас" пĕрлешĕвне ертсе пырать. 2001 çултан пуçласа пĕрлешỹ республика шайĕнче иртекен пĕр слетран та юлман. Краеведенипе шырав ĕçĕсен усăллă кăтартăвĕсем - Эльпуç ял поселенине кĕрекен ялсенчи авалхи чăвашсен çырулăхĕнче икĕ реликта - чăнлăх тупса палăртни (курăнакан çĕрĕ çинчи паллăсене тупаканĕ Валерия Легостина - 1999 çул; шỹлкеме пайĕсене шыраса тупаканĕ - Олеся Васильева- 2002 çул). Республика шайĕнче ирттернĕ краеведени викторинисенче шкул команди тăватă хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. 2004-2005, 2005-2006 вĕренỹ çулĕсенче республикăра тата Пĕтĕм Раççейре ирттернĕ творчествăлла конференцисенче Сергей Носов "Çĕнтерĕве 60 çул" ятлă "Чи лайăх сочинени" конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Çак чыслă ята Владимир Зайцев та "Туризмпа краеведенин Чăваш Республикинчи юхăмĕ" темăпа литературăри творчествăллă конкурсра çĕнсе илнĕ. В.Зайцеван воспитанникĕсем Владимир Зайцевпа Екатерина Комиссарова Пĕтĕм Раççейри "Чăваш чечекĕ" конкурсра тĕлĕнмелле кăтартусем тунă пур номинаципе те (Раççей, регион, район шайĕсенче), шкулта 116 балл пуçтарса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Валентина Германовна педагог хăйĕн организаторла пултарулăхне кружоксем йĕркелес ĕçе панă. Шкулти литературăпа драма "Мерчен" кружокне тĕрлĕ çулсенче 287 вĕренекен хутшăннă. "Пур ĕç те творчествăлла пулмалла - урăхла пулма пултараймасть",- çапла шутлать кружок ертỹçи. Елена Игнатьева, Ирина Сметанина, Алевтина Тимофеева, Анастасия Аполонова шкул пĕтернĕ хыççăн кун-çулне театр искусствипе çыхăнтарнă. В.Г.Зайцева хăйĕн ĕçĕнче интегрированнăй уроксене кăмăллăрах парать, çĕнĕрен паракан темăна тăван ен культурипе, вырăнти историпе çыхăнтарать, халăх сăмахлăхĕпе усă курать. В.Г.Зайцева - Чăваш Республикинчи пĕлỹ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедринчи Н.Г.Иванова до- центпа пĕрле хатĕрленĕ "Сцена çинчи пуплеве аталантарасси" кĕнеке авторĕ. Программа 2006 çулта "Методика ярмаркин" лауреачĕ пулса тăнă. Автор "Культура родного края" предмета хăй хатĕрленĕ программăпа вĕрентет. 1997 çулта ирттернĕ конкурсра В.Зайцева çĕнтерỹçĕ ятне илет, вăл хатĕрленĕ программăпа шкулсенче те усă курма сĕннĕ. В.Г.Зайцева педагог обществăлла ĕçсене тума та вăхăт тупать. 2007-2008 вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ, çавна май Хирти Явăшри вăтам шкулти учительсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче малашне те творчествăлла ĕçлеме вăй-хал, сывлăх сунатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика