Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНИКУЛА ХАВАСЛĂ ТА УСĂЛЛĂ ИРТЕРЧĔÇ

01 сентября 2007 г.

Шкулсенче паян пĕрремĕш шăнкăрав сасси ачасене парта хушшине чĕнсе хаваслăн янăрать. Çуллахи ăшă кунсем сисĕнмесĕрех иртсе те кайрĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем каникула тĕлсĕр, урам тăрăх йытă хăваласа çỹресе ирттерес темерĕç. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсенех вĕсем ашшĕ-амăшĕсене колхоз уйăрса панă пахча-çимĕç пайĕсенче пулăшма тухрĕç. Шкул хăй валли ятарласа илнĕ пайсене ачасем çум курăкран тасатма ỹркенсе тăмарĕç. Кунсăр пуçне, каникул тăршшĕпех "Искра" колхоза малалла аталанма пулăшакан маттурсем те пулчĕç. Кунта уйрăмах А.Грибов, А.Ишмуратов, К.Лебедева, М.Лебедев, А.Макаров, А.Мартынов, Л.Емельянов, А.Кушманов палăрчĕç. Вĕсем çуллахи выльăх-чĕрлĕх лагерĕнче карта тытма пулăшрĕç, утă-улăм валеçнĕ çĕрте тăрăшрĕç, йĕтемре, фермăра вăй хуракансем те пулчĕç. Кăçал шкул пĕтернĕ А.Матросовпа О.Макаровăна та асăнса хăварас килет. Вĕсем, аслă шкулсене ăнăçлă вĕренме кĕнĕ пулин те вăхăчĕсене сая ярас темерĕç. Алеша трактор çине ларчĕ, Олеся вара йĕтеме тырă алланă çĕре вырнаçрĕ. Çамрăксем аслисемпе танах ĕçлерĕç. "Искра" колхоз малашлăхĕ пирки пăшăрханмаллиех çук пулĕ, тесе шутлатăп, тивĕçлĕ ăру ỹсет Хырай Ĕнел ялĕнче. Паллах, ачасене колхоз ĕçне явăçтарнăшăн колхоз председателĕн Валерий Павлович Красновăн тỹпи те пысăк. Татьяна Леонидовна Мартынова бригадир та ачасене пулăшса пыма тăрăшрĕ. Тавах вĕсене. Çỹлерех асăннă ялта тăрăшса ĕçлеме анчах мар, канма та пĕлеççĕ. Çынсен пушă вăхăтне кăсăклăрах ирттерес ĕçре те шкул ачисем самай турăшрĕç. Авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса (пионер организацийĕсем пулнă вăхăта аса илер) вĕсем урамсенче халăха концертсем лартса пачĕç. Уйрăмах кунта Н.Сорокина, А.Сорокина, К.Макарова, А.Зайцева, Н.Мукшина, Т.Мукшина тата Т.Сорокина пултаруллă пулчĕç. Сăмах май, Т.Мукшина, Т.Сорокина кăçал анчах пĕрремĕш класа çỹреме пуçлаççĕ. Вĕсене малашне те çапла пултаруллă пулма сунас килет. Çỹлерех асăннă хĕрсем хăйсен ташă ушкăнне "Талисман" ят парса (маларах, ачасем пĕчĕкрех чухне, çак ушкăн "Путене" ятлă пулнă) ял халăхне икĕ хутчен те клубра тĕлĕнмелле концерт лартса пачĕç. Тĕрлĕ ташăсемсĕр пуçне, вĕсем инсценировкăсем те кăтартрĕç, куракансен хушшинче тупмалли юмахсен конкурсне те ирттерчĕç. Тупсăмне тупакансене вара парне парса савăнтарчĕç. Курма килекенсем вĕсен пултарулăхне "Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар"- тесе хакларĕç. Хырай Ĕнелĕнче пурăнакан чиперккесене тав туса илемлĕ чечек çыххисем парнелерĕç. Сăмах май, маларах асăннă хĕрачасем - ялти вулавăшăн чи çывăх тусĕсем те. Çавăнпа та пулĕ вĕсем шкулта та "пиллĕк" паллăсемпе анчах вĕренеççĕ, унта иртекен кашни мероприятинех хутшăнаççĕ. Арçын ачасем вара кашни каç, уйрăмах спортпа туслисем, футбол площадкинче пуçтарăнчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Çу кунĕсем Хырай Ĕнел шкулĕнче вĕренекенсемшĕн хаваслă та усăллă иртрĕç тесе калас килет. Паян вара каллех вĕренекенсемшĕн шкул алăкĕсем уçăлчĕç. Пурне те пултаруллă пулма, лайăх вĕренме, аслисене итлеме сунас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика