Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУТ ÇАНТАЛĂК ТĔЛĔНТЕРМĔШĔ

03 сентября 2007 г.

Иртнĕ шăматкун пулчĕ-ха ку. Çурçĕр иртни 3 сехетсенелле питĕ вăйлă çил-тăвăллă, аслатиллĕ çумăр килчĕ. Çил тимĕр витнĕ çурт тăррине сирсе ывăтасла кĕмсĕртеттерчĕ, иккĕмĕш хутăн пăрăс стенисем чĕтренсе кăна ларчĕç. Унтан витререн тăкнă пек çумăр ячĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр пĕр чарăнми йăлтăр та ялтăр çиçĕм çиçрĕ, аçа çапрĕ. Тавралăх йăлт çиçĕм ăшне кĕрсе ÿкрĕ, халь-халь тĕнче пĕтсе килет тейĕн. Çавăн чухне ирĕксĕрех шухăшлатăн: мĕн тери хăватлă çут çанталăк вăйĕсем, мĕн тери вăйсăр этем, тусан пĕрчи пек кăна. Шĕкĕр Турра, вăйлă сиен кÿрсе, ишсе-ватса хăвармарĕ ку хутĕнче çил-тăвăл, унта-кунта йывăç турачĕсем хуçăлнине шута илмесен.

Паллах, пур çĕрте те пĕрешкел пулман пуль аслатиллĕ çумăр. Анчах Тăвайпа Нăрвашра вăл вăйлăн кĕрлесе иртнĕ. Асфальт çинчи пĕтĕм çÿп-çапа, тăпра-тусана йăлт юхтарса кайнă. Акă мĕн каласа парать 70 çул урлă каçнă Енĕш Нăрваш çынни И.Никитин. Çакнашкал вăйлă çиçĕм 1954 çулта пулнă. Ун чухне çиçĕм çапнипе ялта 2 кил хуçалăх çунса кайнă тата Егор Лукинăн сăпкари ачине уçă чÿречерен кĕнĕ çиçĕм вĕлернĕ.

Çут çанталăкри çакнашкал аномалисем темиçе вунă çулта пĕрре пулаççех. Хальхи вара вăйлă шăрăх вăрах вăхăт тăнă хыççăн пулчĕ пулас.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика