Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрвашсен тухăçлă ĕçĕ

07 августа 2007 г.

Нăрвашсен тухăçлă ĕçĕ "Сельское хозяйство"

Енĕш Нăрваш çыннипе, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулнă В.В.Даниловпа Тăвайра курса калаçнăранпа эрне çурă та çитрĕ пулĕ. Вăл тÿрех хăйсен колхозĕ "”Красная Чувашия” ЯХПК" кăçалхи вырмара халичченхинчен урăхларах технологипе ĕçлени çинчен каласа пама васкарĕ. “Эсир хальтерех пирĕн хуçалăх уйĕнче пулман пулĕ-ха. Маттур ĕçлеççĕ унта. Комбайнсем улăма хăйсем хыççăн, халичченхи пек, купан-купан лартса хăвармаççĕ, ăна тăкса-сапаласа пыраççĕ. Рулонлă пресс-подборщик вара хыççăнах ăна пухса рулонсем тăвать. Лайăх вĕт( Тăкаксем сахалтарах пулаççĕ, улăмĕ те вăхăтра пуçтарăнать”, – терĕ Вячеслав Васильевич.

Ырă ĕç хăйне хăех мухтать ĕнтĕ. Çитменнине, асăннă хуçалăха унăн ашшĕ – Василий Данилович Данилов 29 çул председатель пулса ăнăçлă ертсе пынă. Унăн ĕçне малалла та тăрăшса туса пыракансем пурри савăнтармасăр тăма пултараймасть, паллах. Сăмах майăн каласан, ашшĕ августăн 5-мĕшĕнче 84 тултарасси çинчен те асăнчĕ вăл. “Çавра дата пулмасан та, кайса саламлатăпах”, – терĕ.

“Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕ пирки калас пулсан вара вăл вырмара чăннипех те тăрăшса, пуçаруллă ĕçлет, ку вăхăт тĕлне 330 гектар çинчи кĕрхи ырашпа кĕрхи тулла çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 20 центнертан иртнĕ. Сакăрвунă гектар çинчи Безенчукская 380 сортлă кĕрхи тулă вара кашни гектартан вăтамран 32 центнер паха тырă панă.

Тырра тăватă комбайнпа çапса тĕшĕлеççĕ, вĕсенчен пĕри – “Дон–1500”. Комбайнерĕсем – Сергей Анатольевич Лазарев, Петр Егорович Дмитриев, Юрий Анатольевич Лукин, Иван Федорович Лаврентьев.

–Ĕçре ÿркенмеççĕ, кашни лайăх самантпах тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ, – каласа парать вырмара вăй хуракансем пирки хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.А.Шутов.

Хуçалăхра кĕр тыррисемсĕр пуçне çуртрисем те пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Кĕр тыррисене çапса пĕтернĕ май, комбайнсем çурхи тулă пуссине ÿкесси çинчен пĕлтерчĕç.

Тырă пуссинче ĕç пынă чухне – йĕтемре те ĕçсĕр мар. Кунта уйран кĕнине тасатса тирпейлеççĕ.

–Хальхи вăхăтра кĕрхи тулла вăрлăхлăх алласа тасататпăр, – пĕлтерчĕ тĕп технолог.

Вăлах хуçалăх ертÿçи В.В.Филиппов кĕр тыррисене çитес çул валли халичченхинчен чылай ытларах акса хăварасшăн пулнине каларĕ. Çак тĕллевпе те ĕçлетпĕр халĕ, вăрлăхсем тата çĕр хатĕрлетпĕр, терĕ. 135 гектар çинчи хура пусса кăпкалатса хунă ĕнтĕ. Ытти участоксене курăксене çулса пухнă май хатĕрлеççĕ. Вăрлăхсене, паллах, имçамласа акĕç. Тен, минераллă удобрени те парĕç. “Пысăк тухăç пысăк тимлĕх ыйтать”, – тенĕччĕ пĕррехинче хуçалăх ертÿçи В.В.Филиппов.

Хуçалăхра пĕр вăхăтрах ытти ĕçсем те пыраççĕ. Çĕрулмине колорадо нăррипе фитофторăран имçам сапнă. “Иккĕмĕш çăкăр” хуçалăхăн 75 гектар çинче. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те малалла ĕçлеççĕ. Сăмахран, сенаж хываççĕ тăваттăмĕш траншея. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулнипе те апат хисепĕ самай хушăнасса шанаççĕ тата ытти те. Фермăсем пирки вара чарăнса тăмăпăр та – вĕсенчен куллен продукци илеççĕ. Вăл хĕлле те ытларах пуласси вара шăпах паянхи ĕçрен нумай килет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика