Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анатри Типçырмана — хытă сийлĕ çул

03 августа 2007 г.

Августăн 28-мĕшĕнче, шăмат кун Анатри Типçырма ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Вăрнар — Шупашкар трасса çине халĕ ку ялтан кирек мĕнле çанталăкра та çăмăл машинăпах тухма пулать. Чăваш Республикин Президенчĕн “Кашни яла — çул” программăна пурнăçласа, “Чăвашавтоçулăн” Калининăри çул-йĕр участокĕ тухăçлă ĕçлерĕ. П. Матвеев ертсе пыракан строительсем кĕске вăхăтрах хатĕр дамба çине хăйăр, чул сарса çула пусăрăнтарчĕç.

Яла хытă сийлĕ çул çитнĕ ятпа савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Чăваш кĕпи тăхăннă Ф. И. Иванова тата районти ветстанцин тĕп врачĕ В. Ф. Николаев çул-йĕр тума хутшăннă хастарсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ П. И. Николаева, “Мичуринец” ял хуçалăх пĕрлĕхĕн ертÿçи В. И. Петров, ял старости В. И. Владимиров, В. Ф. Николаев, В. З. Константинов, А. Н. Сверчков çул-йĕр ăстисене, П. Матвеев мастера çула ял патне çитернĕшĕн ăшшăн тав турĕç.

Ял уявĕн иккĕмĕш пайĕнче районти историпе краеведени музейĕн директорĕ В. Константинов Анатри Типçырман 107 çулхи историйĕпе, кунти паллă çынсемпе, çемьесемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Ял çыннисем паллă куна тĕплĕн хатĕрленнĕ: хăнасемпе пухăннисем валли шÿрпе, ытти апат-çимĕç пĕçернĕ. Уявра юрă-кĕвĕ те янăрарĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем — тăвансем пĕр-пĕрин аса илĕвне итлерĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика