Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тирпейлĕхĕшĕн

24 июля 2007 г.

Тирпейлĕх мĕн авалтанах çынна илем кÿнĕ. Таса кил-çурта, тасалăха, хамăр таврари таса çут çанталăка тата мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Тирпейлĕ тавралăхра пурăнма та кăмăллăрах. Кашни çыннăн тирпейлĕ пулма тăрăшмалла, хăй пурăнакан вырăна тасатма пĕлмелле. Шăпах çаксене тĕпе хурса, 2006 çулта Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче “Чи таса ял” конкурс йĕркелесе янă. Кушкă ялне илес пулсан, кунта улшăнусем самаях пулса иртрĕç. Ял урамĕсем, малтанхипе танлаштарсан, тирпейлĕрех. Çынсем пурте тенĕ пекех кил умĕнче купаланса выртакан вутă-шанкăна тата ытти япаласене пуçтарса тасатрĕç. Кил-çурт хăпартакансем умĕнче стройматериалсем выртнине, паллах, шута илместпĕр. Вĕсене вăхăтлăха вырттарма юрать. Ял халăхĕ кил умĕнчи япаласене пуçтарнă хыççăн Кушкăри урамсем сарлака, илемлĕ курăнаççĕ.

Анчах пĕр çитменлĕх те пур ялта. Асфальт сарманнипе йĕпе-сапа вăхăтĕнче çул пылчăкпа çăрăлать кăна. Çуркуннепе кĕркунне яла машинăсем кĕртме юраманни çинчен ял старостисене пĕлтерсе хунă-ха. Çапах йĕпе çанталăкра тракторсем кĕркелесе тухса каяççĕ. Çакăн пек пылчăк çăрни ял илемне пĕтерет. Типсен вара çул майĕ те çук, асăрханмасăр утсан, асту, ÿксен сăмсуна та катса пăрахăн. Темиçе çул каялла çуркунне урам варрине тракторпа сухаласа тухатчĕç. Ун хыççăн çул тикĕсленетчĕ. Халĕ ку ĕç йăларан тухрĕ пулмалла.

Çапах та “Чи таса ял” конкурса йĕркелени Кушкă ялне илем кÿме самаях пулăшрĕ. Халĕ çынсем ăпăр-тапăра урам варрине тухса пăрахманни савăнтарать. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ çулленех çăвасене тасаттарни те питĕ лайăх. Акă, кăçал Кушкă çăвине Çимĕк умĕн тата хыççăн тасатрĕç. Таса, тирпейлĕ. Эппин илемлĕ ял. Ял — пирĕн чи пысăк пуянлăх. Ял халăхĕ тирпейлĕхшĕн малалла та çапла тăрăшсан, ял йăлтăртатса кăна тăрĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика