Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – вырма, вăхăт çук канса ларма

21 июля 2007 г.

“Югель” ял хуçалăх кооперативĕнче “Хатĕр-и вырмана?” темăпа семинар-канашлу иртрĕ. Унта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативсен ертÿçисем, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай специалисчĕсем хутшăнчĕç. Семинар-канашлăва район пуçлăхĕн çумĕ, асăннă пай пуçлăхĕ М.Калмыков уçрĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов хуçалăхсен ертÿçисен умĕнче вырмара тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ, хĕрÿ вăхăт йывăрлăхсемсĕр иртмессине палăртрĕ, яваплăха туйса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Семинар-канашлăва хутшăннисем хуçалăхăн йĕтемĕсене, парка, юсав мастерскойне, тырă пуссине çитсе курчĕç. Пур çĕрте те йĕркелĕхпе тирпейлĕх хуçаланать. Ниçта та çум курăк ашкăрмасть. Вырма техникине те хатĕррисен ретне лартнă, хăть паян хире тух. Н.Максимов тĕп инженер ĕçе юратни, ыттисенчен çирĕп ыйтни те курăнчĕ. Запас пайсем те, сĕрмелли-çунтармалли материал çителĕклех хатĕрленĕ. Ка-дрсем шыраса хăшкăлмалла мар, пурте вырăнтах.

Хăнасене хура пусăпа мĕнлерех ĕçлени те интереслентерчĕ. Кĕркунне акса хăварнă çум курăксăр тулă пуссине ăмсанмалăх пур. Тулли пучахсем пуç тайса лараççĕ. Ÿркенмесĕр татса илсе шĕкĕлчесе çисех пăхрĕç. Тепĕр эрнерен вырмалла тесе хак пачĕç.

Тулă пуссипе юнашарах хура пусă. Чăннипех те хуп- хура çĕр. Ăна дискаторпа виçĕ хутчен сухаланă.

Пур çĕре те çитсе курнă хыççăн семинар-канашлу клубра малалла тăсăлчĕ. АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп агрономĕ В. Алексеев “Вырмана хатĕрленсе, лайăх ирттерсе ярасси, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси, акса хăварасси” темăпа тухса калаçрĕ.

– Кăçалхи çур аки вăраха тăсăлчĕ. Çавăнпа вырма та чăрмавсемсĕр иртмĕ. Мĕн пурĕ 32 пин гектар çинчен тырпул пуçтарса кĕртмелле. Вĕсенчен 18407–шĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, 5664-шĕ кĕрхи культурăсем. Унсăр пуçне вăрлăхлăх вика – 704, нимĕç пăрçи – 181, рапс 230 гектар .

Çĕр улми 1389 гектар йышăнать. Ку вăл акнă мĕн пур лаптăкăн 4, 3 проценчĕ. 758 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 31 гектар выльăх кăшманĕ, 250 гектар кукуруза, 1751 гектар пĕр çул ÿсекен, 8898 гектар нумай çул ÿсекен курăк.

Çав вăхăтрах акма çĕр хатĕрлессипе те ĕçлемелле. Хура пусăсене çум курăкран тасатас ĕçе паян-ыран вĕçлемелле. Кăçал кĕрхи культурăсене 10 пин гектартан кая мар акса хăвармалла.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче утă хатĕрлеççĕ, сенаж, силос хываççĕ, севок сухан кăлараççĕ. Эрнерен вара вырма пуçланать. Ăна кĕске срокра, пысăк пахалăхпа ирттерсе ярас тесе тăрăшмалла, – терĕ Владислав Иванович.

И.Васильев тĕп инженер вырма техникин юсавлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Техникăн 50-95 проценчĕ вырмана хатĕр. Çав шутра тракторсен – 86, комбайнсен –94 проценчĕ. Вĕсен 18407 гектар тĕш тырă пуçтарса кĕртмелле. 1 комбайнăн 194 гектар вырса çапмалла, нормăпа –130 пулмалла. 10 хуçалăхра комбайнсем çитмеççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшма тивет. Вырма ирттерме 935 тонна топливо кирлĕ, 218 кÿрсе килнĕ. 37 тонна бензин пур. Сĕрмелли-çунтармалли материалсем хальлĕхе 15-16 хуçалăхра çеç-ха. Тырă тасатакан машинăсен 65 проценчĕ хатĕр. Акма çĕр хатĕрлесси те иккĕмĕш вырăнта пулмалла мар. Мĕн пур кăлтăка халех пĕтермелле, çапла вĕçлерĕ хайĕн сăмахне тĕп инженер .

Промнефть компани представителĕ В.Александрова сĕрмелли çунтармалла материалсене хăйсем патĕнчен туянма сĕнчĕ. “Чувашхлебопродукт” унитарлă прдприяти представителĕ Л.Григорьева аванс шучĕпе тырă туянасси çинчен пĕлтерчĕ, килĕшÿ тума сĕнчĕ. Хаксем самаях хăпарасси пирки те асăнчĕ.

Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А. Думилин техтĕрĕслеве çÿллĕ шайра ирттерме сĕнчĕ, юсавлă комбайн вырма ăнăçлăхĕ пулни пирки асăрхаттарчĕ.

Раççейри вăрлăх инспекцийĕн Чăваш Республикинчи ФПУн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ О. Глухов хуçалăхсенче запас фонда ытларах вăрлăх хывасси, кивĕ вăрлăхăн усси çĕннинчен пысăкраххи пирки асăрхаттарчĕ, кĕрхи культурăсене акнă вăхăтра çакна шута илме сĕнчĕ.

Семинар ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков пĕтĕмлетрĕ.

– Выльăх апачĕ хатĕрлесси вĕçленсе пырать, – терĕ вăл. – Умра вырма ĕçĕсем. Ăна епле пулсан та лайăх ирттерсе ярасчĕ. Ĕç вăйĕ çитмесен кÿршĕсене явăçтармалла. Йĕтем çинче ĕçе икĕ сменăпа йĕркелемелле, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, столовăйсене ĕçлеттермелле, çынсене ĕçлеме услови туса памалла тата ытти те.

Семинар-канашлу усăллă иртрĕ. Анчах, “Батыревский”, “Гвардеец”, “Исток”, “Знамя”, “Мир”, “Алга”, “Ленинец”, “Надежда”, “Чемен”, “Жизнь” хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн ертÿçисем те ытла ĕçлĕ пулнăран, те нумай пĕлетпĕр тесе шутланăран асăннă мероприятине хутшăнма кăмăл тумарĕç. Çакă, паллах, вĕсене чыс кÿмест.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика