Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ШКУЛПА СЫВПУЛЛАШРĔÇ

27 июня 2007 г.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем хыçа юлчĕç. Июнĕн 25-26-мĕшĕсенче вара шкулсенче сывпуллашу каçĕсем иртрĕç. Урмаел шкулĕнче вăл 25-мĕшĕнче пулчĕ. Пирваях Фенис Камальдинов директор 44 ачана вăтам пĕлỹ илни çинчен калакан аттестат пачĕ, ăшшăн саламларĕ. Вĕренекенсем хушшинче кĕмĕл медале тивĕçнисем те пулчĕç: Лейсан Сулейманова, Зульфия Султанова тата Зухра Тукаева. Эльвира Садертдинова та "пиллĕкпе" кăна вĕреннĕ. 11 "а" тата 11 "б" классенчи яшсемпе хĕрсене директорăн вĕрентỹ енĕпе тимлекен çумĕ Минсафиде Гибатдинова, класс ертỹçисем, пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç, пурнăçăн анлă çулĕ çинче ăнăçу сунчĕç. Ачасем хăйсем те юратнă вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшĕсене тав сăмахĕсем каларĕç, юрă шăратрĕç. 11 классем спортра та маттур. ОБЖ предмечĕн тата физкультура учителĕсем Нежметдин Сахровпа Фидаил Рахимзянов спортра, "Зарницăпа" "Орленок" вăййисенче палăрнисене Хисеп грамотисем, парнесем пачĕç. Выпускниксем "Пирĕн шкул çулĕсем" электронлă презентаци хатĕрленĕ. Унти тĕрлĕ çулсенчи сăнỹкерчĕксене, кăсăклă самантсене пурте интересленсе пăхрĕç, аса илỹсемпе киленчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика