Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕ çĕрпе суха туйĕнче савăнчĕ

14 июня 2007 г.

Чăвашсен мĕн авалтан пыракан уявĕ - çурхи ĕçсем вĕçленнĕ май ирттерекен çĕрпе суха туйĕ - яланхи пекех “Чавал” уçланкинче пулчĕ. Тăван тавралăх “Акатуй” халăхне тараватлăн йышăнчĕ, савăнăçлăн канма мĕн пур майсем туса пачĕ. Çĕр ĕçченĕсене саламлама ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та килсе çитрĕ.

“Акатуй” уявне халăх питĕ йышлă пухăнчĕ. Тавралла янăракан илемлĕ те çепĕç юрă-кĕвĕ кашнин чунне хăпартлантарчĕ, кăмăлне çĕклентерчĕ. Уçланкăра райпо сутуçисемпе предпринимательсем апат-çимĕç, промышленноç таварĕсене сутрĕç, унтах вырăнти ал ăстисен куравĕпе паллашни чуна ăшăтрĕ. Предприяти-организацисем кулленхи пурнăçа сăнлакан фотостендсем чылай тăратнă. Хитре тумлă чăваш пикисемпе каччисем халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине куç умне килсе тăратрĕç. Пурте хаваслă, сăн-питре йăл кулă çиçет, уява савăнăçлă ирттерме  хатĕр.

Палăртнă вăхăт çитсен сцена çине ЧР Президенчĕпе Н.Федоровпа район пуçлăхĕ А.Криков хăпарчĕç. Вĕсене Штанаш ял тăрăхĕн ташă ушкăнĕ хаваслăн кĕтсе илчĕ. Александр Иванович пурне те Ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе ăшшăн саламларĕ, “Акатуй” уçăлнине пĕл­терчĕ. Унтан мăнаçлăн, чуна хумхатса ЧР Гимнĕ янăрарĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров сăмах илчĕ. Николай Васильевич уй-хир ĕçченĕсене ака-сухана ăнăçлă вĕçлессишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав туса ăшшăн саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, юрату сунчĕ, Чутай ен тавралăхĕ илемлĕ,  ĕçченĕсем маттур пулнине палăртрĕ, ял хуçалăхĕнче палăрнисене патшалăх наградипе чысларĕ. Вĕсем: Г.Сухарева (“Свобода” колхоз доярки),  Ю.Татаров (“Коминтерн” ЯХПК механизаторĕ), “Нива” ял хуçалăх ертÿçи В.Мурайкин. Çавăн пекех Николай Васильевич  “Свобода” колхоз ертÿçине В.Бромбина, “Асамат” хуçалăхри Ю.Челейкин механизатора, “Коминтерн” ЯХПК-ри Г. Игушкин водителе, “Путь Ильича” колхозри Г.Макаров тракториста ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тата укçан преми парса хавхалантарчĕ. Премисемпе чысланă хыççăн ЧР Президенчĕ районти çул-йĕре юсаса çĕнетме, пур яла та хытарнă çулпа тивĕçтерме 627 миллион тенкĕ ытларах, районта пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме 7900 пин тенкĕ, “Вĕрентÿ” программăна ăнăçлă пурнăçлама 5296 пин тенкĕ укçа уйăрнине çирĕплетсе сертификатсем пачĕ, çак укçа-тенкĕпе вырăнлă усă курса район экономикине аталантарасса шаннине  каларĕ.

Ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май, ЧР Президенчĕ хĕрлĕчутайсемпе сыв пуллашрĕ. Уяв программине малалла район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин ертсе пычĕ, уяв хăнисемпе паллаштарчĕ. “Акатуя” сумлă хăнасем чылаййăн килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче - ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Толстов,  РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн шаннă çынни, пирĕн ентеш Ю.Григорьевский, “Чавал” ентешлĕхĕн ертÿçи П.Ивантаев, чăвашсен паллă ÿнерçи, Туканаш çынни А.Данилов тата районта çуралса ÿснĕ нумай паллă çынсем, ытти районсенчен килнĕ делегатсем тата ыттисем те.

Чи малтанах район пуçлăхĕ А.Криков сăмах илчĕ, ял ĕçченĕсене çур акинче хастарлăх кăтартнăшăн тав турĕ, “Акатуйпа” пурне те саламларĕ, çĕр ĕç паттăрĕсене вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăшăн Хисеп грамотипе тата укçан преми парса чысларĕ, “Çур аки-2007” чемпионĕсене палăртрĕ. Вĕсем: “Коминтерн” ЯХПК-ри Ю.Татаровпа Н.Степанов трактористсем, Н.Тимешков (В.Никитин фермер хуçалăхĕн механизаторĕ). Çур акинче ÿсĕмсем тунăшăн, калчасен шăтаслăхĕ енчен аван кăтартусемпе палăрнăшăн “Аккозинский” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине Ю.Герасимова пысăк преми парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех Александр Иванович дояркăсенчен чи пултаруллине, конкурс çĕнтерÿçине Р.Зосимована (“Коминтерн” ЯХПК) тата ыттисене те преми пачĕ.  “Акатуйра” культура пайĕнче, ял тăрăхĕсенче тăрăшулăхпа палăрнисем парнеллĕ пулчĕç. Акă, Питĕркассинчи культура çурчĕн директорĕ Н.Быков çĕнĕ купăса тивĕçрĕ. Унтах 2 çамрăк çемьене, Дадюковсемпе (Хурапыр ялĕ) Сорокинсене (Красный Яр), çурт-йĕр çавăрма 314 пин тенкĕлĕх свидетельство пачĕç. “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕнчен “Нива” ЯХПК-ри М.Зайцевпа “Свобода” колхозри О.Кумашкин механизаторсем парнене тивĕçрĕç. Ача çулталăкĕ ячĕпе районти нумай ачаллă Сюткинсен çемйине  (Çĕн Атикасси) РФ Патшалăх Думин  депутачĕн П.Семеновăн пысăк парнине - телевизор пачĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн парнисене “Свобода”, “Победа”, “Путь Ильича”, “Аккозинский” ял хуçалăхĕсен ертÿçисене тата унти ĕçченсене парса хавхалантарчĕç. Ытти ял хуçалăх ертÿçисене те “Акатуйра” чыс-хисеп турĕç. Çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçне палăртса мухтакансем, хисепе тивĕçлисене парне тăвакансем уявра чылаййăн пулчĕç, ăнăçу сунчĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика