Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене стипендипе чыслаççĕ

09 июня 2007 г.

Ăслă-тăнлă, мал ĕмĕтлĕ, творчествăлла ÿсĕмсем тунă, производствăра тăрăшулăхпа палăрнă çамрăксене патшалăх енчен пулăшсах тăраççĕ, ятран паракан премипе чыслаççĕ. 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти тăватă пултаруллă çамрăк ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине, уйăхсерен 1000-шер тенкĕ, илме тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче: Алексей Иванович Воронов (“Нива” ЯХПК-ри механизатор), Надежда Михайловна Наштыкова (“Нива” хуçалăхри пăру пăхакан), Николай Петрович Назаров (“Путь Ильича” колхозри пăру пăхакан), Ксения Владимировна Кабардаева (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн вĕренекенĕ).

Вулаканăмăрсене Турхан ялĕнче пурăнакан Алексей Вороновпа паллаштарас килет. Çамрăк каччă тăван шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Етĕрнери 25-мĕш № лицейăн районти филиалĕнче механизатор профессине алла илнĕ, ĕç биографине “Нива” ЯХПК-ра пуçланă. Пĕлĕвне малалла ÿстерес тĕллевпе ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл иккĕмĕш курс студенчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика