Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын чĕринче шанăç, ĕненÿ çуратакансем

09 июня 2007 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1796-мĕш номерлĕ  Указĕпе килĕ­шÿллĕн, июнĕн 8-мĕшĕнче социаллă хÿтлĕх сферинче ĕçлекенсен уявне палăртаççĕ.

Паян, тĕпрен илсен, халăхăн пысăк йышĕн пурнăçĕ социаллă хÿтлĕх пайĕпе тата унăн учрежденийĕсемпе уйрăлми çыхăннă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп тивĕçĕ - сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, ветерансемпе инвалидсене пулăшасси, вĕсен пурнăçне май килнĕ таран çăмăллатасси.

Районти социаллă хÿт­лĕх пайĕнче пурĕ 6 çын тимлет: Л.С.Тарасова, З.П.Майорова, В.А.Казакова, Э.Н. Викторова, Р.А.Шехрейкина. Вĕсем хăйсен шăписене çак ĕçпе çыхăнтарнă. Унпа пĕрлех халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр пур. Унта пурĕ 11-ĕн тăрăшаççĕ. Центрти С.Н.Орлова, М.Н.Зайцева, Т.А.Карпова тата О.Е.Альгешкина специалистсем тăрăшса ĕçленине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вĕсемсĕр пуçне центрта 112 социаллă ĕçчен вăй хурать. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватă çынсене пăхассипе, май килнĕ таран пулăшассипе ĕçлеççĕ. Социаллă ĕçченсем ватăсене кил-çурт тытса тăма, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама, апат-çимĕç, эмел туянса пама, килсĕр тăрса юлнисене Ветерансен çуртне е интерната вырнаçтарма пулăшаççĕ.

Аслă ăру çыннисене тивĕçлипе пулăшас тата вĕсен канлĕ ватлăхĕшĕн тăрăшас тĕлĕшпе район территорийĕнче Ваттисен 2 çурчĕ пур. Унта пурĕ 38 ватă çын хÿтлĕх тупнă. Каласа хăвармалла, кăçал Березовкăри Ветерансен çурчĕ республикăри конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, музыка центрне тивĕçрĕ. Çакăнти Ваттисен çурчĕн директорне А.Н.Шевченкона уйрăммăн асăнмалла, ăна малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунас килет.

Паянхи куна 1340 çемьене 5597149 тенкĕлĕх ача пособийĕпе тивĕçтернĕ, ачана çулталăк çурă тултариччен пăхакан вăхăтлăх ĕçсĕр юлнă 113 амăшне - 727000 тенкĕлĕх. Ĕçсĕр тăрса юлнă 33 хĕрарăма, ача çуралнă хыççăн пĕр хут тÿлекен пособие, 264000 тенкĕлĕх панă. Ветерансем çинчен калакан федераллă саккун тăрăх район территорийĕнчи 125 вăрçă участникĕ, урăх çĕршывсенче çар службинче тăнă 19 ветеран,  1690 тыл ĕçченĕ, вăрçăра пуçне хунă е киле килсен вилнĕ салтаксен 424 арăмĕ, 3007 ĕç ветеранĕ тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă кураç­çĕ. Кунсăр пуçне  асăннă граждансем коммуналлă пулăшупа 749184 тенкĕлĕх усă курнă.

Çăмăллăхçăсен виçĕ ушкăнне - ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата политика репрессийĕсене пула хур курнисене - хÿтĕлессине федераци субъекчĕсене шанса пачĕç, çăмăллăхсем вырăнне укçа пама пуçларĕç. Юлашки 5 уйăх хушшинче 1416 ĕç ветеранне 2271444 тенкĕпе тивĕçтернĕ, 1087 тыл ĕçченне - 20809535, политика репрессийĕсене пула хур курнă 65 çынна - 425836. Чылай ветеран республика территорийĕнче çÿреме социаллă çул çÿрев билечĕ илнĕ.

2007 çулта Чăваш Правительстви коммуналлă çăмăллăхсемшĕн районти  388 учителе  723814 тенкĕ, 234 медицина ĕçченне - 436527, 111 культура ĕçченне - 207071, 18 ветеринари ĕçченне  33579 тенкĕ уйăрса панă.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем аслă ăру çыннисене тата инвалидсене ватлăхпа тата синкерлĕхпе пĕччен куçа-куçăн тăратса хăвармаççĕ. Районти ватăсене пенсипе пособи вăхăтра парасси, сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатса пырасси, ваттисене социаллă пулăшу парасси, ветерансем валли çуртсем уçасси - пирĕн социаллă сферăра ĕçлекенсен тĕп тивĕçĕ. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм кун-çул сире, хисеплĕ социаллă ĕçченсем!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика