Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дадюковсем - республикăри чи пултаруллă спорт çемйи

06 июня 2007 г.

Кам ăçта пултарать те, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Дадюковсен çемйи вара спортра хастарлăх кăтартать. Хальлĕхе районта вĕсене çитекенни çук-ха.

Юлашки çулсенче Вячеслав Витальевичпа Алевтина Николаевна Дадюковсем тата вĕсен ывăлĕ Эдуард спорт çемйисен ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнаççĕ. Вĕсене республикăра та аван паллаççĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ÿсĕмĕсем пур, кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Район, республика чысне Раççей шайĕнче те хÿтĕленĕ. Акă, июнĕн 2-мĕшĕнче Дадюковсем республикăри спорт çемйисен фестивальне хутшăннă, ЧР Президенчĕн призне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Ăмăртусем çăмăл килмен, спорт çемйисем пĕри тепринчен маттур пулнă. Дартс, армспорт енĕпе, вырăнтан тăршшĕне сикессипе, баскетбол выляссипе, эстафета чупассипе Дадюковсем чи нумай очко пухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви  çĕнтерÿçĕ çемьене ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн ячĕпе велосипед тата Диплом парса чысланă.

Дадюковсене республикăри чи пултаруллă спорт çемйи ята çĕнсе илнĕ ятпа саламлатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика