Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх те чирлет, ăна Хамматов сиплет

04 июня 2007 г.

 

Кзыл Чишмари ветеринари участокне выльăх-чĕрлĕхе сиплемелли эмелсем илме, пулăшу ыйтма çывăх ялсенче пурăнакансем пыраççĕ. Кунти специалистсем Красномайскисен, Кзыл Чишмасен, Алманчăсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Участокра виççĕн ĕçлеççĕ: Х.Кадыров, Ф.Фазуллова тата Х.Хамматов. Ĕç ăсталăхĕ пур пурин те. Ĕçе ир çитме те, каçа юлма та пултараççĕ. Çак кунсенче Халимулла Нурулловичăн 50 çулне паллă турĕç. Малашне те ĕçлеме ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Ĕçтешсемпе пĕр сăмахра пулни, пĕр-пĕрне ăнланни çитĕнỹ тума май парать те ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ çителĕклех ку енчи хуçалăхсен. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче çеç 1000 ытла сысна, 600 ытла шултра мăйракаллă выльăх, 39 сурăх. "Колосра" та йыш сахал мар. Ялсенче килсерен ĕне, пăру, сысна е сурăх усраççĕ. Пурне те пăхмалла-çке ветеринарсен. Тĕрлĕ чир-чĕртен прививкăсене вăхăтра тумалла. Юнĕсене тĕрĕслемелле. Грипп ересрен сыхланмалла. Çĕпĕр язви килсе çакланасран хỹтĕленмелле тата ытти те. Чăх-чĕпрен пуçласа ĕне таранах укол тумалла. Юлашки çулсенче урнă тилĕсем тĕл пулчĕç. Шыра вĕсене уйра, вăрманта. Нихăшĕ те вăраха ямалли ĕç мар. Пурне те вăхăтра тумалла.

Выльăх-чĕрлĕхе юратасси ачаранах пырать Х.Хамматовăн. Çакă шăпах пурнăç çулне суйласа илме те пулăшнă. Ачалăхĕ ыттисеннипе пĕрешкелех иртнĕ унăн. Çар тумне те тăхăннă Халимулла. Салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннăскер, Пăвари ветеринари техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан ĕçе вырнаçнă. "Ленинец" колхозра ветеринарта, зоотехникра вăй хунă. Ун чухне хуçалăх районта та кĕрлесе çеç тăнă. Выльăх-чĕрлĕх витисем тулли пулнă. Ĕçĕ яваплă. Йывăр пăрулакан ĕнесемпе вар-хырăмĕ пăсăлнă пăрусене самаях сиплеме тивнĕ. Каю çине кĕртсе кỹпĕнтернĕ выльăха та пулăшу кирлех. Чĕлхесĕрсене кирек хăçан та ăнланма пĕлмеллех. Хатĕр эмелсемпе çеç усă курман Халимулла Нуруллович. Ферма ĕçченĕсене çуркунне-кĕркунне тĕрлĕ курăк татса типĕтме явăçтарнă. Зоотехник тивĕçĕсене пурнăçланă чухне тĕп кĕтĕве ăратлă выльăхсемпе улăштарма тăрăшнă. Нумай сĕт антаракан ĕнесене район, республика тулашне кая-кая илнĕ. Вăл вăхăтра ĕçе тивĕçлипе пурнăçланине çирĕплетекен грамотăсемпе дипломсем пур специалистăн. Çав шутра _ министерствăн та.

Савăнать ывăлĕпе Минзян аппа. Çак телее курасса мĕнле ĕмĕтленнĕ вăл. 5 ача çуратнăскер, çитĕнекен ăрăва пĕчченех ура çине тăратрĕ. Кĕçĕнни ашшĕнчен 6 уйăхра çеç юлнăччĕ.

Епле пурăнсан та иртет ĕмĕр. Ачисем çемьеллĕ Минзян аппан. Икĕ хĕрĕ ялта, икĕ ывăлĕ Ульяновскинче пурăнаççĕ. Пĕри _ Афганистанри çар ĕçĕсене хутшăннă. Аллах, тăван яла сывă чипер тавăрнă ăна.

Паян çамрăксен хỹтлĕхĕнче ватă. Тĕпре пурăнакан кинĕ те вырăнлă ĕçре. Вĕсен ачисемпе савăнать. Пĕри вун пĕрмĕш класра вĕренет, тепри _ Мускавра.

_ Çын ыйтнине нихăçан та хирĕçлемест Халимулла Нуруллович. Çавăнпа та тавра ялсенче хисепĕ пурах унăн. Килсĕр-çуртсăр йытăсене персе вĕлерме ыйтсан та çийĕнчех ĕçе пурнăçлама май тупрĕ, тенĕччĕ Алманчă ял тăрăхĕн ертỹçи ГĕФомин.

Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕ З.Салахутдинов та ырăпа çеç каларĕ ветеринари ĕçченĕ пирки. Вăл тăваттăмĕш округпа ял тăрăхĕн депутачĕ пулнине çирĕплетрĕ. Хăйĕн обществăлла тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ.

_ Кĕмен хуçалăх хамăр таврара юлман. Чăх таранчченех укол тăватпăр та. Хамшăн сасăланă округ вара пушшех çывăх. Унти çынсемпе курнăçсах тăратăп. Пĕрле татса памалли ыйтусем нумай. Вĕсене тивĕçлĕ органа çитерсе пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла-çке.

Мухтанма юратмасть Х.Хамматов. Мĕскĕнленмест те вăл. Ашшĕ пуçран шăлса ỹстерменни туйăнать çакăнта. Çирĕп чунлăскер, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлатех. Çĕннине çул хывтарассишĕн тăрăшать. Çакна "Единая Россия" членĕ пулни те çирĕплетет. Мал ĕмĕтлĕ-ха Халимулла Нуруллович. Арçыншăн çур ĕмĕр нумай мар. Тапса ĕçлемелĕх вăй-халĕ пурах унăн, çынсемшĕн малашне те ырă ĕç тума хатĕр вăл.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика