ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх библиотеки уçăлнă

02 июня 2007 г.

Çак кунсенче пирĕн районта 17-мĕш тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Çак савăнăçлă та паллă куна Хирти Сĕнтĕр ял библиотекинче ĕçлекенсем тата вулакансем тахçанах кĕтнĕ. Унта юсав ĕçĕсем ирттернĕ, хăтлăхпа тирпейлĕх кỹнĕ. Савăнăçлă кун библиотекăна хăнасем йышлă килнĕ. Районти тĕп библиотека директорĕ М.В.Мокеева тĕслĕх библиотеки уçăлни çинчен ĕнентерекен свидетельство панă. Çавăн пекех ЧР Президенчĕн парнисене - видео тата аудио аппаратурăсем, кĕнекесем, кассетăсем, компьютер техники уйăрнине палăртнă. Палăртнă çеç мар, библиотекăна çỹрекенсем вĕсене хăйсен куçĕпе курнă. Пултаруллă вулакансем, вырăнти юрă ăстисем хăнасене савăнăçлă кĕвĕ-çемĕ парнеленĕ. Ял çыннисем тĕслĕх библиотеки уçăлнипе кăмăллă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика