Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне юратакан педагог

30 мая 2007 г.

Марина Юрьевна Вазина 1973 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ, унтан 2 çул Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухнă. Шкул хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн математикăпа информатика уйрăмне вĕренме кĕрет. 1995 çулта Питĕркассинчи вăтам шкулта математика, каярахпа информатика предмечĕсемпе пĕлÿ пама пуçлать. 1998 çултанпа çак шкулта вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ пулса ĕçлет.

Юратнă ĕçĕсĕр пуçне Марина Юрьевнан çемйи те пур. Упăшки, Николай Петрович, Питĕркасси шкулĕнчех тимлет. Мăшăрĕпе икĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Асли, Юра, 5 класра вĕренет, кĕçĕнни, Сергей, 2 çулта кăна-ха.

Марина Юрьевна хăйĕн ĕçне юратса, чунне парса туса пырать. Коллективра ăна хисеплеççĕ, ачасем юратаççĕ. Вĕренекенсем унăн урокĕсене çÿреме хавас, вĕсем компьютер умĕнче сехечĕ-сехечĕпе ларма хатĕр. Учитель ачасене йывăр задачăсене шутлама, кăткăс ыйтусем çине хуравлама пулăшать. “Кашни ачан хăйне евĕр кăмăл. Вĕсенче пулас çынна курма пĕлес пулать”, - тет математикăпа информатика вĕрентекенĕ.

Марина Юрьевнана юратман ача шкулĕпе те çук пулĕ, мĕншĕн тесен вăл ялан математика эрнисем ирттерет, вĕсенчи тĕрлĕ викторинăсене, вăйăсене кашни ача хутшăнма тăрăшать. Тĕслĕхрен, “Математика тĕлĕнтермĕшĕсен уйĕ” вăйăра ачасем кăсăкланаççĕ. “Кам отличник пуласшăн;” тата “Телейлĕ самант” вăйăсене хутшăнмасăр епле чăтайăн-ха;

М.Ю.Вазина “Çап-çамрăк информатик” кружока ертсе пырать. Унта çирĕм ытла вĕренекен çÿрет.

Кăçалхи март уйăхĕн вĕçĕнче М.Ю.Вазина район шайĕнче кашни çул иртекен “Çулталăк учителĕ” конкурса хутшăннă. Конкурс тĕллевĕсенчен пĕри - пултаруллă та талантлă педагогсене тупса палăртасси. Унта сакăр вĕрентекен хутшăннă, кашни хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çăмăл мар тупăшура Марина Юрьевна пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тата премие тивĕç пулнă.

Палăртмалла, “Класс мастерĕ” конкурс вăхăтĕнче Питĕркасси шкулĕнчи вĕрентекен хăйĕн тавра курăмĕпе пурне те тĕлĕн­тернĕ, хăй шутласа кăларнă “телей” рецепчĕн вăрттăнлăхне уçса панă. “Телей” рецепчĕ: чăтăмлăх тирĕкне илĕр, унта чĕре тулли юрату ярăр, икĕ чĕптĕм тараватлăх хушăр, ырлăхпа сапăр, кăштах кăмăллă кулăшпа пĕрĕхтерĕр те мĕн пултарнă таран ĕненÿ хушăр. Çакна пĕтĕмпех хутăштарăр, унтан вара кашни çынна пурăнма уйăрса панă татăк çине сĕрĕр те хăвăр çул çинче тĕл пулакансене хăналăр. Хăналакансен шучĕ пысăк пулсан, Турра тав тума ан манăр. Çакăн пек “телей” рецепчĕ сĕнет пурне те уçă кăмăллă педагог.

“Манăн педагогика философийĕ” эссе те М.Ю.Вазинашăн хăйне евĕр ÿсĕм шутланать. “... Ачасене чунтан-вартан юратмалла,  пĕтĕм чĕререн юратма вĕсенченех вĕренмелле. Ачасем мĕнле юратмаллине кăтартса, уçса пама пĕлеççĕ. Вĕрентекенĕн шкулти кашни куна, кашни урока ачасене парнелеме пĕлмелле, учительпе ачан кашни хутшăнăвĕ ăна савăнăç кÿмелле”, - палăртать хăйĕн ĕçĕнче тăрăшуллă педагог.

“Çулталăк учителĕ - 2007” ят М.Ю.Вазина пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртса хăвармалла. Конкурс унăн тавра курăмне татах та пуянлатнă, творчество енĕсене те вăйлатма пулăшнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика