Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмахсене тивĕç педагог

26 мая 2007 г.

Эпир, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 10 “А” класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем, пĕтĕм чун-чĕререн класс ертÿçине Валентина Андреевна Кудряшована ырă сăмахпа хаклатпăр. 20 çул ытла ĕнтĕ вăл çак шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Кунта Валентина Андреевна хăйне чăн-чăн педагог пек кăтартрĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех районта, республикăра вырăс чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ.

5-мĕш класран пуçласа ĕнтĕ пирĕн ачасем çак пысăк опытлă педагог аллинче. Хăй пухнă пĕтĕм ăс-хакăлне, вăй-халне В.Кудряшова ачасене парать. Вĕренекенсем ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ, ашшĕ-амăшĕсем те ырăпа çеç аса илеççĕ. Валентина Андреевна вĕрентÿ процесне йĕркелеме пултарать, унăн урокĕсенче тĕлĕн­мелле шăплăх тата дисциплина хуçаланать.

Валентина Андреевна кашни ачара пуçарулăх туйăмне аталантарма тăрăшать. Çавăнпах пулĕ вăл ирттерекен мероприятисенче ачасем активлă, хастар, никамăн та кичемленсе ларма вăхăт çук.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвне те В.Кудряшова кашни ача пирки лайăххине асăннипе пуçлать. Ку е вăл вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать, тĕрлĕ сĕнÿсем парать. Эпир чăннипех те класс ертÿçи ачасен ăнăçсăрлăхĕшĕн куляннине, вĕсен çитĕ­нĕвĕшĕн савăннине куратпăр.

Пирĕн ачасем хаваслă, чăрсăр, кашни хăйне майлă. Хăш-пĕр чухне мĕнлерех пулаççĕ тата! Кун пек чухне Валентина Андреевнана ăмсанмăн. Çавăнпа та эпир хамăрăн юратнă Валентина Андреевнана ачасене  ăн­лан­нăшăн, юратнăшăн, пĕлÿ панăшăн тав сăмахĕ каласшăн.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика