ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье кунне халалласа

23 мая 2007 г.

Çемье пысăк пĕлтерĕшлĕ: унта ăшă, хỹтлĕх, юратупа савăнăç, чечеклĕ ĕмĕтсемпе шанăç... Çемье пурнăç тĕрекĕ тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Йĕркеллĕ ача-пăча ỹстерме амăшĕн ыркăмăллăхĕ, ашшĕн çирĕплĕхĕ кирлĕ теççĕ. Çак икĕ ен ачаран чăн-чăн çын тăвать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ - çемье кунĕ. Çак кун Нĕркеç вăтам шкулĕнче пысăк уяв иртрĕ. Ăна вара ача çулталăкне халалларĕ. Уява директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.В.Петрова йĕркелесе ертсе пычĕ. Уроксем пуçланиччен спортзалра "Веселые старты" вăйă иртрĕ. Унта Артемьевсен, Белкинсен, Нестеровсен, Петровсен çемйисем тупăшрĕç. Ăмăртура Петров- сен çемйи мала тухрĕ. Ытти- сем те хăйсен пултарулăхне çỹллĕ шайра кăтартма пултарчĕç. Çавăн пекех тăхтав вăхăтĕнче "Эпĕ мухтанатăп" ятпа выставка йĕркеленĕ. Ачасем хăйсен çемйисем çинчен каласа паракан стена хаçачĕсем, альбомсем тата фотохаçатсем туса хатĕрленĕ. Выставкăна пăхса тухнă хыççăн ачасем чăнах та çемьене пысăка хурса хакланине, хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе, аппăшĕ-йăмăкĕсемпе, пиччĕшĕ-шăллĕсемпе мăнаçланнине, вĕсене хисепленине курма пулчĕ. Акă, Ксения Плеткина "Я папой горжусь, ведь за доблестный труд его золотыми руками зовут" ятпа фотохаçат хатĕрленĕ. Юля Крысовăпа Мальвина Петрова асламăшĕсем çинчен çырнă сăвăсемпе стена хаçачĕ, вĕсен ĕçĕсене илсе пынă. Аня Светлова, Наташа Константинова тата Настя Гладкова амăшĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă стенд хатĕрленĕ. Надя Ефремова - аппăшĕ, Альбина Павловăпа Лена Петрова вара хăйсен çемйисем çинчен пĕтĕмĕшле çырса кăтартнă, альбомсем хатĕрленĕ. Шкулти çамрăк поэтсем - Юля Крысова, Саша Грачев, Снежана Грачева, Анжела Антонова çывăх çыннисем çинчен шăрантарнă сăвăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Çемье тĕрекĕ тата пуласлăхĕ ача-пăчаран нумай килет. Ачана Турă парни вырăнне хурса йышăннă. Ача çуралнăшăн чăваш çынни питĕ хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесен унра хăйне кулленхи ĕçре пулăшакана, хуçалăха çĕклекене, ватлăхра пăхса усракана курнă. Çемье тĕрекĕнчен кашни çын тĕрекĕ, çĕршыв тĕрекĕ килет. Çемье сывлăшĕ - кашни çын сывлăшĕ, çĕршыв сывлăшĕ. Çын ĕçре пиçет те- нине асра тытса ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Арçын ачана ашшĕ ĕçе хăнăхтарнă, хĕрачана - амăшĕ. "Ырă анаран - ырă кĕлте, ырă кил-йышран - ырă ача",- тесе çырса хăварнă И.Я.Яковлев. Чун-халалĕ - пехилĕнче. Телейлĕ, туслă çынсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан пит аванччĕ. Вара тавралăх та, тĕнче те илемлĕ пулĕ, ачасен питĕнче савăнăçпа телей кулли çеç çиçĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика