Александровское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИРОВ ПОСЕЛОКĔ - 60 ÇУЛТА

16 мая 2007 г.

1947 çулхи майăн 9-мĕшĕнче эрĕм кашласа ларакан вырăна çынсем тĕрлĕ ялсенчен куçса килнĕ. Çак шухăша чи малтан С.Г.Краснов тытнă. Мĕншĕн тесен Нĕркеç, Сĕнтĕр тăрăхĕсенче вăрман çук, вут-шанкă хатĕрлеме йывăр тата кирпĕч çапма хăйăрĕ-тăмĕ те пулман. Куçса каяс шухăша С.Ф.Деменковпа калаçса пăхать. Вăл та çак шухăшпа килĕшет. Çавăн пек йĕркелесе вара пуçтарăнса куçса килеççĕ. Малтанхи çул çĕрпỹртсенче 35 хуçалăх хĕл каçать. Чи малтанах Н.К.Скворцов çĕрпỹрт туса лартать. Пурăнмалли тăвайманнисем пурте çавăнта çĕр каçма пынă. Вăкăрсемпе, ĕнесемпе суха туса, вăрлăхне михĕпе хулпуççи çинче çĕклесе вĕсем пĕрремĕш çул тырă акса хăвараççĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă ĕçлесе майĕпен çуртсем лартма тытăнаççĕ. Пурнăç пĕчĕккĕн йĕркеленсе пырать. Питĕ туслă, килĕштерсе , пĕрне пĕри пулăшса пырса, ним çук çĕрте Киров поселокĕ ỹссе ларать. Малтан куçса килнисем халĕ нумайăнах та юлман ĕнтĕ. Пирĕн аслисене пуç таймалла, вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулмалла. Анчах та эпир, çамрăксем, ĕçе малалла тытса пыма пултараймарăмăр. Киров колхозĕ пĕтсе ларчĕ. Ял куçса килнине 25, 40, 50 çулне, кăçал вара 60 çулхи юбилейне ялти культура çуртĕнче паллă турăмăр. Уяв питĕ савăнăçлă иртрĕ. Ăна йĕркелеме "Стройсервис" ООО директорĕ Фенис Рахимзянов спонсор пулса пулăшрĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхне Валерий Волкова та тав сăмахĕ калас килет. Уява хатĕрленсе клубри художествăлла пултарулăх коллективĕ концерт лартса пачĕ. Унта И.Григорьева, Г.Филиппова, Л.Кольцова, В.Киселева, Е.Григорьева, Н.Тишкина хутшăнчĕç. Пысăккисемпе пĕрле ачасем те пулчĕç. Н.Матвеева, А.Иванова, К.Касмакова, Т.Никифорова, Н.Абимовапа М.Григорьев хĕвелтухăç ташшине питĕ лайăх ташласа пачĕç. Уяв программи тăсăлнă май, яла чи малтан куçса килнисене те сăмах патăмăр. Н.К.Скворцовпа В.В.Григорьев ял туса хуни çинчен, хальхи вăхăтра яла пĕтме памалла марри çинчен каласа пачĕç. Уява хатĕрленсе клубра выставкăсем те йĕркеленĕ. Г.Филиппова, П.Векова, Т.Матвеева, Т.Григорьева ал ĕçĕсем, Т.Журавлевапа Т.Григорьева картинисем питĕ илемлĕ. "Кам тутлăрах пĕçерсе килет" конкурс та иртрĕ. Кунта В.Киселевапа Г.Филиппова пултаруллисем пулчĕç. Выставкăра, конкурсра çĕнтерекенсене парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех ял çыннисем клуб çумĕнчи музея та кĕрсе курчĕç. Унта ачасем кружокра тăмран тунă япалисене вырнаçтарнă, И.Григорьева тенкĕрен тунă тухйисене кăтартса панă. Юлашкинчен уяв сĕтелĕ хушшине ларчĕç. Юрă-ташă, вăйă-кулă нумая тăсăлчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕ, килĕсене хавас кăмăлпа саланчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика