Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂХĂРВУННĂРИ КИНЕМЕЙ

12 мая 2007 г.

Майăн 7-мĕшĕнче Зинекемель Валиулловна Басырова 90 çул тултарчĕ. Зиникемель аппа хăй пурнăçĕнче сахал мар хура-шур курнă. Пĕрмай ĕçленĕ пирки шкула та çỹреймен. Ĕлĕкхи вăхăтра майĕ те пулман. Хĕр çитĕнсе çитсен качча тухнă. Анчах шăп савăнса пурăнмалли вăхăтра вăрçă пуçланать. Çамрăк хĕрарăмăн мăшăрне фронта илсе каяççĕ, унтан вăл таврăнайман. Зинекемель пĕ- чĕк ачапа тăрса юлать. Çапах та хĕрарăм пуçне усман, хĕрне пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Хĕрĕ те амăшне пăрахман, килĕнчех пурăнать. Халĕ Зинекемель аппан мăнукĕсем те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ. Килтен тухса кайни те чылай пулать. Ватлăхра савăнса çеç пурăнмалла чухне, вĕсен çемйине каллех хуйхă килсе çапать. Мăнукĕ Тахир вăхăтсăр çĕре кĕрет. Халĕ унăн ывăлĕ Талгать Зинекемель аппасем патĕнче пурăнать. Майăн 8-мĕшĕнче салтак арăмне саламлама ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Носов, "Дружба" ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров, ветерансен совечĕн председателĕ Евтихий Иванов парнесемпе килсе çитнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика