Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене халалласа

12 мая 2007 г.

Аслă Çĕнтерỹ 62 çул тултарнă уява Александровка ял поселенийĕнче вырнаçнă ялсенче тăрăшса хатĕрленчĕç. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче шкул ачисем палăксем йĕри-тавра çỹп-çапсене пуçтарчĕç. Клубпа библиотека ĕçченĕсем вара палăксене сăрласа илем кĕртрĕç. Майăн 8-мĕшĕнче, вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса, кашни ялтах митингсем ирттерчĕç. Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков кĕске доклад туса пачĕ. Пуçтарăннă вăрçă ветеранĕсене Александровка тулли мар вăтам шкул директорĕ А.Пудовкин, истори учителĕ С.Антонов салам сăмахĕ каларĕç. Галина Краснова вара ачасемпе музыка саламĕ хатĕрленĕ. Вăрçă паттăрĕсене асăнса шкул ачисемпе ветерансем палăксен умне чĕрĕ чечексем тата веноксем хучĕç. Ветерансене хăналанма Комсомольскинчи ресторана йыхравларĕç. Унта Александровка ялĕнчен килнĕ вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле райпо системинче ĕçленĕ вăрçă ветеранĕсем те пулчĕç. Кунта вĕсен ячĕпе чаплă сĕтел хатĕрленĕ. Концерт программине вара райпо ĕçченĕ Людмила Кокшина ертсе пычĕ. Володя Пушкарев юрланă юрăсене куççульсĕр итлеме те май çук. Çавăн пекех паттăрсене халалласа Елена Александрова, Татьяна Волкова "Танки" юрă юрлани те питĕ килĕшрĕ. Л.Кокшина, райпо председателĕ Е.Карпеев та юрласа савăнтарчĕç ветерансене. Çакăн пек савăнăçа чăтаймасăр вăрçă ветеранĕ Алексей Игонин та юрра тăсса ячĕ. Райпора ĕçленĕ Василий Чаржов А.Николаев космонавт юратнă "Вĕç-вĕç куккук" юрра шăратрĕ. Виктор Кокшин купăспа вылярĕ. Уяври самантсем нумайччен асăнмалăх юлĕç. Пурте пĕрле сăнỹкерчĕк те ỹкерттерчĕç. Тата та нумай-нумай пурăнччĕр ветерансем. Вĕсене пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунар. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика