Александровское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парада хутшăннă

08 мая 2007 г.

Эпир Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешнĕ ентешсемпе мăнаçланма пултаратпăр. Вĕсем пурнăçне шеллемесĕр çĕршыва хỹтĕленĕ, хăюлăхшăн орден, медаль илме тивĕç пулнă. Ун пек çынсенчен пĕри - Александр Павлович Кузнецов. Вăл Луцки ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăрçăра Сталинград патĕнче çапăçăва кĕрсе Берлина çитнĕ. Умань хулишĕн пынă тытăçура паттăрлăх кăтартнăшăн ăна III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Висла юханшывĕ урлă каçнă чухне кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн салтака II степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Берлина илнĕшĕн вăл пĕрремĕш степеньлĕ Отечествăлла вăрçă орденĕ илме тивĕç пулнă. Александр Павлович тата ытти медальсене те тивĕçнĕ. Чи пахи - А.Кузнецов çĕнтерỹ парадне хутшăнакансенчен пĕри пулнă. Пирĕн районтан икĕ çын çеç çак чыса тивĕçнĕ. Тепри - Федор Максимович Воробьев (Хырай Ĕнел ялĕ) пулнă. Вăрçăран таврăнсан иккĕшĕ те мирлĕ ĕçре тăрăшнă. Унта та фронтовиксем ырă ят çĕнсе илнĕ. Шел, иккĕшĕ те халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çапах та вĕсен ячĕсене нихăçан та манмалла мар, асра тытмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика