Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кушкăра ĕçлекен çĕнтернĕ

08 мая 2007 г.

Кушкăра ĕçлекен çĕнтернĕ
 

 

 

 

халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр ватăсен пурнăçĕ мĕнле шайра пулнипе тăтăшах кăсăкланать. Хăш-пĕрисене киле пырса пăхакан социаллă работник сĕнет е вăхăтлăха пурăнмалли районти çуртсене вырнаçтарать тата ытти майпа пулăшать. Çавăн пекех социаллă работниксен ăсталăхне çирĕплетессишĕн те тăрăшаççĕ, кашни çулах конкурссем ирттереççĕ вĕсен хушшинче.

Кăçал асăннă мероприятине хутшăнма çиччĕн кăмăл тунă: Алена Геннадьевна Матвеева "Çĕнçырма", Людмила Петровна Васильева "Ураскасси", Маргарита Васильевна Алексеевапа Наталья Алексеевна Николаева "Çĕнĕ Пуянкасси", Алена Георгиевна Трофимова "Чутей", Оксана Владимировна Максимова "Кушкă", Наталия Ивановна Семенова "Тушкил".

Конкурса халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр директорĕ Л.Гурина уçрĕ. “Социаллă работникăн ватăсемпе ăшшăн калаçма, тутлă пĕçерме, кирек мĕнле ĕçе вăр-вар тума пĕлмелле. Тепĕр чухне пăхакан çынсене юрласа е ташласа пама та тÿр килĕ. Ку енĕпе пирĕн работниксем пурте пултаруллă, чылайăшĕ темиçе çул хушши ватăсене пăхать. “Чи лайăх социаллă работник” ята çĕнсе илме пурте хатĕр, кăçал тăххăрмĕш хут ирттеретпĕр асăннă конкурса”, – терĕ Лина Павловна.

Конкурссене центр ĕçченĕ О.Масленникова йĕркелесе пычĕ. Социаллă работниксем малтанах харпăр хăйпе паллаштарчĕç, миçе çул ĕçленине, камсене пăхнине асăнчĕç. Тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç, юрларĕç те, ташша та çаптарчĕç. Килтен тĕрлĕ блюдăсем хатĕрлесе килнĕ вĕсем, ăшă сăмах нумайрах тупассипе тупăшрĕç тата ытти те. Пурĕ çичĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç хĕр арăмсем. Юлашкинчен ватăсем вăхăтлăха пурăнмалли Кушкăри çуртра тăрăшакан О.Максимова чи нумай балл пухни çирĕпленчĕ. Жюри членĕсем "район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л.Аввакумова, районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина, Г.Никонова вĕрентекен" Оксана Владимировнапа конкурса хутшăннă ытти социаллă работниксене парнесем парса хавхалантарчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика