Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Германи пики - «Урмай моны» çĕнтерÿçи

28 апреля 2007 г.

 

«Урмай моны» фестиваль Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи клубра 1988 çулта пĕрремĕш хут иртнĕ. Ăна ял уявĕпе, сабантуйпа пĕрле ирттернĕ. Ун чухне, паллах, вăл хăçан та пулсан пысăк хулан чаплă концерт залĕнче тĕнче шайĕнче иртессе никам та шухăшламан.

Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» XX фестивалĕ ака уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче Комсомольски  районĕнче, Канаш тата Хусан хулисенче иртрĕ.

19 çул каяллахи пĕрремĕш фестиваль çывăхри виçĕ район (Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă) юрăçисене çеç пĕрлештернĕ, тепĕр çулах  унта Чĕмпĕр облаçĕн, Тутар Республикин çамрăкĕсем хутшăнма кăмăл тунă. 1997 çулта иртнĕ X фестивале вара тутар çамрăкĕсем çеç мар, ытти халăх яш-кĕрĕмĕ те хутшăннă.  Регионсен хушшинчи тĕрĕк халăхĕсен искусствисен фестивалĕнче тутар, чăваш, пушкăрт, вырăс, азербайджан тата ытти халăх юрри-кĕвви янăранă.

Юлашки çулсенче «Урмай моны» тутар эстрада юррисене килĕштерекенсене пĕрлештерет. Кăçалхи уява Урмаелĕнче ЧР культура министрĕ П.Краснов уçрĕ. Конкурса хальхинче Тутар, Чăваш республикисен, Мускав, Самар, Екатеринбург, Чĕмпĕр, Томск, Китай, Германи яш-кĕрĕмĕ  - пурĕ 21 конкурсант – хутшăнма кăмăл тунă.  Ытти çулхи çĕнтерÿçĕсем те -  «Айкай» ушкăн (Мускав), Лилия Муллагалиева  (Хусан), Диана Галимова (Чулхула), Ильдус Шайдуллин (Комсомольски районĕ, Урмаел) хăйсен юррисемпе паллаштарчĕç. Сăмах май, вĕсен пултарулăх çулĕ шăпах çак конкурсран пуçланнă.

XX фестивалĕн гала-концерчĕ Хусанти «Ак барс» çамрăксен центрĕнче иртрĕ. Уява «Мишар» ансамбль  «Тăван çĕршыв» юрăпа уçрĕ, вăл виçĕ чĕлхепе – тутарла, чăвашла, вырăсла – янăрарĕ, ун хыççăнах  - фестиваль гимнĕ.  Конкурса хутшăнакансене, куракансене ТР культура министрĕн çумĕ Айрат Заппаров, ЧР культура министрĕн çумĕ М.Краснов, ЧР мăсăльмансен тĕн управленииĕн председателĕ Альбир-Хазрат Крганов, Тутар Конгресĕн ĕçтăвком  представителĕ Фарит Уразаев саламларĕç.

Фестивальте савăнăçлă кăмăл хуçаланчĕ пулин те, паллах, конкурсатсем тупăшу пирки пĕр самантлăха та манмарĕç. Германирен килнĕ Гузель Курмаевăна уйрăмах йывăр килчĕ-тĕр, вăл фестивалĕн пĕрремĕш кунне çитсе ĕлкĕреймен. Çул çинченех тÿрех сцена çине тухма тивнĕ.  Çапах та тăрăшни сая кайман, тĕп парнене – «Урмай моны» XX фестиваль çĕнтерÿçин ятне тата 30 пин тенкĕ укçана – шăпах вăл тивĕçрĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика