ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ачалăх адресĕ - Раççей" конкусран - çĕнтерỹпе

31 марта 2007 г.

Мартăн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи ача-пăча творчествин çуртĕнче республикăри ачасен художествăлла пултарулăх конкурсĕн финалĕ пулнă. Ăна "Ачалăх адресĕ - Раççей" VII фестивале халалласа йĕркеленĕ. Фестивале Чăваш Республикинчи ача-пăча коллективĕсен, уйрăм юрăçсен ăсталăхне ỹстерес, пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнас тĕллевпе йĕркеленĕ. Район чысне Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Сергей Петров хỹтĕленĕ. Вăл "Музыка" номинацинче тупăшнă. Конкурс условийĕсемпе килĕшỹллĕн, çамрăк юрăçсен икĕ тĕрлĕ характерлă юрă шăрантармалла пулнă. Кунсăр пуçне, пĕр юрри районăн визитлă карточки пулмалла. Сергей "Панулмисем", "Аист на крыше" юрăсене юрланă. Хăйĕн юрăç ăсталăхĕпе жюрисене тĕлĕнтернĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăна тухса, "Ника" статуэткăна çĕнсе илнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика