Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВРА САВĂНЧĔÇ

21 марта 2007 г.

Эльпуç ял поселенийĕнче пурăнакансем ĕçлеме те, хаваслă канма та пĕлеççĕ, спорт ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмаççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ. Эстафетăра ăмăртрĕç, кайран юрларĕç-ташларĕç. Ара, Хирти Явăш вăтам шкулĕн актовăй залĕнче "Янра, хуткупăс" конкурс иртрĕ те, кам чăтса тăтăр? Валентинăпа Владимир Гордеевсем, Рустемпа Расых Фаряховсем, Наташăпа Владимир Павловсем, Настьăпа амăшĕ Юля Аполоновăсем сцена çине тухрĕç. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ çав кун. Н.Носова, В.Гордеев, Р.Фаряхов, В.Носов, З.Носова, Н.Аполонова, В.Павлов, М.Гаврилова хуткупăсçăсем тем тĕрлĕ юрă кĕвви те шăрантарчĕç. Ф.Ялакова, Н.Павлова, И.Орлова, М.Ильязова, А.Семенова, Т.Васильева, Л.Гордеева юрланине куракансем алă çупса йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика