Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Распутин çыравçăна халалласа

21 марта 2007 г.

Мартăн 15-мĕшĕнче вырăс çыравçи В.Г.Распутин çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çавна май ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра мартăн 16-мĕшĕнче аса илÿ каçĕ иртрĕ. Уява Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи 9-мĕш класс ачисем, вĕрентекенĕ - вырăс чĕлхи учителĕ А.Г.Магаськина хутшăнчĕç. Л.А.Майорова библиотекарь пухăннисене çыравçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех шкул ачисем “Жизнь примется везде...” кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çакăнта çыравçăн “Живи и помни”, “Век живи и век люби”,  “Уроки французского”, “Вниз и вверх по течению”, “Нежданно-негаданно”, “Дочь Ивана и мать Ивана” ĕçĕсем вырăн тупнă. Вырăс çыравçи хăйĕн хайлавĕсенче çакăн пек çивĕч ыйтусем хускатнă: гуманизм (çынлăх), моральпе кăмăл-сипет, юрату, пурнăçпа вилĕм, трагедилĕх проблеми.

В.Г.Распутинăн пултарулăхĕпе паллашасси малалла пырать. Писателĕн хайлавĕсем тăрăх шкул ачисемпе викторина ирттерме палăртнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика