Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЙККИНЧЕН КИЛСЕ ТУСА ПАМĔÇ

17 марта 2007 г.

Ял çыннисен ыйту нумай. Вĕсем хуравсене вырăнти специалистсенчен çеç мар, район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсенчен те илтесшĕн. Çакна тума ял поселенийĕсенче иртекен граждансен пухăвĕсем май параççĕ те. Эльпуç ял поселенине 4 ял кĕрет (Чăваш тата Тутар Эльпуçсене пĕр ял тесе палăртнă). Нумаях пулмасть ку тăрăхри 3 ялти граждансем хăйсен пухăвне ирттерчĕç. Малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов Эльпуç ял культура çуртĕнче отчет туса пачĕ. Ял пурнăçне, унти лару-тăрăва кăтартаканни демографи тесен те тĕрĕсех пулĕ. Ял мĕнле сывлани, унăн пуласлăхĕ, малашлăхĕ унта пурăнакансен йышĕнчен, ача çураласлăхĕнчен нумай килет. Çемье çавăракансем, ялта тĕпленсе пурăнас кăмăллă çамрăксем йышлă пулсан вăл ял пирки çирĕппĕнех малашлăхлă тесе калама пулать. Эльпуç ял поселенийĕнчи 4 ялта 450 хуçалăх. Унта 1359 çын пурăнать. Халăха культурăллă канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме 3 культура учрежденийĕ пур. Сăмах май каласан, кунти культура ĕçченĕсем тăтăшах мероприятисем йĕркелеççĕ, районти конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççĕ. Çынсен сывлăхне 3 фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем упраççĕ, чирлисене сиплес енĕпе пулăшу параççĕ. Иртнĕ çул 16 ача çут тĕнчене килнĕ. Ку вăл 4 ялшăн, паллах, пĕчĕк кăтарту. Çакна поселени пуçлăхĕ те палăртрĕ. Вилекенсен йышĕ те 16 çын пулнă. Пĕрре пăхсан, ял поселенийĕсен ĕçĕ курăнсах та каймасть. Сĕт, аш-какай тата ытти продукци туса кăлармаççĕ вĕсем. Анчах та... Ялсенчи хуçалăхсемпе, çĕрсемпе çыхăннă чылай документ вĕсен витĕр тухать. Акă, Эльпуç ял поселенийĕ иртнĕ çул пурĕ 1850 çын валли тĕрлĕ документ хатĕрлесе панă. Унсăр пуçне ял çыннисем çĕршерĕн ытти ыйтусемпе килеççĕ, вĕсене татса парас енĕпе ĕçленĕ. "Агропромышленноçа аталантарасси" наци приоритетлă программи тăрăх хушма хуçалăха аталантарма çирĕплетнĕ йĕркепе кредит параççĕ. Пĕлтĕр ăна ялсенчи 53 çын илнĕ. 4 ялшăн пĕр енчен сахал та, тепĕр енчен аванах та пек туйăнать. Ял çыннисене панă 5 миллион ытла тенкĕ хушма хуçалăха аталантарма пулăшмаллах. Кунсăр пуçне "Çамрăк çемье" программăпа хуçалăхсем тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Эльпуç ял поселенийĕ иртнĕ çул ялти социаллă-культурăллă объектсенчи лару-тăрăва лайăхлатас, ял халăхĕн пурнăç условийĕсене ăнăçу кĕртес енĕпе чылай ĕçленĕ. Эльпуç ялĕнче моделлĕ библиотека уçнă. Çакна ял хапăлласах йышăннă. Кирек хăш вăхăтра та кирлĕ информаци илме, ачасене вăйăсем вылянипе пĕрлех вĕренỹ программипе çыхăннă фильмсем курма пултарни паха. Иртнĕ çул Хирти Мăратри клуб çивиттине улăштарса çĕнĕрен витнĕ. Чăваш Эльпуçĕнче 1,1 километр чухлĕ асфальтлă çул тума пуçланă, кăçал ăна вĕçлемелле. Ял урамĕсене, масарсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те ĕçлемеллине палăртрĕ Николай Павлович. Ялта сиксе тухакан ыйтусемпе ял поселенийĕн депутачĕсемпе тăтăшах канашланă. Пĕлтĕр депутатсен 10 пухăвĕ иртнĕ. Район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.С.Тимергалеева "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн халăха медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе патшалăх енчен йышăннă мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Амăш капиталĕ, тĕрлĕ чирсенчен вакцинăлас ыйтусем тавра калаçрĕ. Сывлăх сыхлавĕ çынсене уйрăмах интереслентерет. Çавăнпа та ун патне ыйтусем те чылай пулчĕç. "Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне сирĕн ял поселенийĕнче хальлĕхе уçма май çук. Халăх йышĕ çитмест. Фельдшерпа акушер пункчĕсене хупас ыйту çук. Халĕ, ытти çĕрте пекех, сирĕн патăрта та вĕсене лицензи парас ыйтупа комисси килмелле",- палăртрĕ Т.С.Тимергалеева. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Т.Г.Смирнова çăмăллăхсем парас енĕпе пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, халăх ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ытти çĕрти пекех, Эльпуç тăрăхĕнче те ăнăçсăр çемьесем пур. Вĕсемпе ял поселенийĕ те, шкулсем те, культура ĕçченĕсем те ĕçлеççĕ-ха, вăл çемьесенче тăтăшах пулаççĕ. Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин специалисчĕ Л.М.Пушкина хăй сăмахĕнче воспитани ыйтăвĕсене хускатрĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр начальникĕ Н.В.Антонов та тухса калаçрĕ, ыйтусене хуравларĕ. Районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ, çĕнĕлĕхсем пирки каласа пама район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов сăмах илчĕ. Пухусем Хирти Выçли, Хирти Мăрат ялĕсенче те пулса иртрĕç. Халăха мĕнле ыйтусем ытларах кăсăклантараççĕ-ха? Телефонсем мĕнле ĕçлени, хуçасăр йытăсем, пахалăхсăр эрех, эмелпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ тата ытти те. Акă, хиртивыçлисене маршрутлă автобус çỹременни пăшăрхантарать. Анчах та вăл яла автобус яма çул тивĕç-термест. Ăна юсаса сарлакалатас енĕпе проект пур. Ĕçсем çитес çул пуçланмалла. Çак ялти çынсенех фельдшерпа акушер пункчĕн ыйтăвĕ те хумхантарать. Ун валли урăх çурт тупмалла. Ку ыйту район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне В.Н.Гордеева та интереслетерет. "Пĕрле канашласа тĕрĕс йышăну тумаллах",- палăртрĕ вăл. Ял çынни çĕр ыйтăвĕсĕр мĕнле-ха? Çĕр лаптăкĕсене чикĕлесси, регистрацилесси пирки те калаçу пулчĕ. Культура çурчĕсене газификацилес пирки те калаçрĕç. Эльпуçĕнче иртнĕ пухăва "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Р.М.Мансуров та хутшăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен мĕн каламалла-ха? Эльпуç ял поселенийĕнчи ялсенче татса паман ыйту чылай. Вĕсене пĕрле тăрăшсан, ял поселенийĕн администрацийĕпе, кооперативпа пĕрлех ял çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç татса пама пулать. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов калашле, "хамăр тăрăшмасан пире никам та айккинчен килсе туса памасть".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика