Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене асра тытса

07 марта 2007 г.

Мартăн 2-мĕшĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта Афганистан тата Чечен вăрçисенче интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуç хунă паттăрсене, Ю.Макаровпа С.Эзенкина, асăнса спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çакăн пек мероприятие Питĕркасси ял тăрăхĕнче кашни çулах йĕркелеççĕ. Сăмах май, паттăр ентешсене халалласа турнир ирттерме пуçланăранпа кăçал 10 çул çитрĕ.

Ялти çамрăксемпе шкул ачисен командисем ăмăртăва хатĕрри çинчен турнирăн тĕп судйи Н.Быков районти РОСТО председательне В.В.Егорова пĕлтерчĕ. Владимир Владимирович пухăннисене ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ. Унтан шкул директорĕ А.И.Дерстуганов сăмах илчĕ, турнира хутшăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пынипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, çамрăксене хамăр ентешсем пек хăюллă, маттур пулма, спорта юратма чĕнсе каларĕ.

Вăрçăра пуç хунă паттăрсене минутлăх шăп тăрса асăнчĕç. Унтан Чăваш Республикин Гимнĕ янăрарĕ.

Спорта юратакансем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç.

Пĕтĕмлетÿсем çапларах пулчĕç: дартс енĕпе аслисем хушшинче 1-мĕш вырăна Н.Мытинпа (11 кл.) Л.В.Жукова (вĕрентекен) тивĕçрĕç. Вăтам ушкăнра малти вырăна Е.Филипповапа (9 кл.) В.Ермолаев (9 кл.) тухрĕç.

Волейболистсем хушшинчи çивĕч кĕрешÿре Анат Чутайри “Спартак” команда палăрчĕ.

Пневматикăлла винтовкăран тĕл  перекенсем хушшинче А.М. Ейкова (вĕрентекен) çитекенни пулмарĕ. Хĕрарăмсенчен вара çĕнтерÿçĕ ята С.М.Бродюкова (Питĕркасси ял тăрăхĕн специалисчĕ) алăран вĕçертмерĕ.

Шашкăлла выляма кăмăл тăвакансем чылаййăн пулчĕç. 10-мĕш класра вĕренекен А.Медведев чи ăста шашист пулнине палăртмалла.

Кире пуканĕ йăтассипе вара 11 класра ăс пухакан Н.Мытин 1-мĕш вырăна тухрĕ.

Ăмăртусем каç пуличченех тăсăлчĕç. Турнирта мала тухнисене РОСТО председателĕ В.В.Егоров тата Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев Хисеп грамотисем тата пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика