Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НУМАЙ АЧАЛЛĂ АМĂШНЕ – НАГРАДА

07 марта 2007 г.

ЧР Президенчĕн 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн ачасене воспитани парас тата çемье йăлисене çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн пирĕн районтан Елена Михайловна Германована Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Елена Михайловна 42 çулта, Улянкă ялĕнче пурăнать. Хăй те пысăк çемьере ÿснĕ. Сакăр ача çуратнă тата икĕ ача усрава илнĕ вăл. Ĕçлемесĕр ларнипе çакăн пек йыша тăрантарса пурăнма тата ура çине тăратма çуккине лайăх ăнланать вăл. “Луч” хуçалăхра рабочире ĕçленĕ чухне те лайăх енчен çеç палăрнă вăл. Каярахпа фермăра 6 çул сысна пăхнă çĕрте тăрăшнă. Çав вăхăтрах çу кунĕсенче выльăх кăшманĕ, хăмла пайĕсем илсе те ĕçленĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх вĕсен. Ачисене те пĕчĕкренех ĕçлеме хăнăхтарса ÿстереççĕ. Ырлăх-сывлăх, телей, çирĕп кăмăл-туйăм, савăнăç сунатпăр нумай ачаллă амăшне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика