Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпĕ кăмăлакан ĕç»

03 марта 2007 г.

Питĕркассинчи вăтам шкулта кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕ мероприяти пулса иртет тесе каласан та йăнăш пулмĕ. Нарăсăн 27-мĕшĕнче, акă, “Эпĕ кăмăллакан ĕç” ятпа наукăпа практика конференцийĕ йĕркеленĕ. Конференци пуçланиччен ачасем çак ятпах хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç.

Конференцие шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Ю. Вазина уçрĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче вăл пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесен пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕç суйласа илмелли çинчен каларĕ. “Суйласа илни çеç çителĕксĕр,  çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла”, - терĕ. Чăн та, юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме май çук. Анчах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси ытларах чухне ачаранах палăрать.

Конференцие аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсене мĕнле профессисем интереслентерни çинчен проектсем хатĕрленĕ. Акă, 11-мĕш класра вĕренекен Владислав Железнов шăл тухтăрĕн ĕçне кăмăллать. Шăл тухтăрĕ пулма çăмăлах мар иккен. Çакна вăл пĕтĕмпех хăй проектĕнче кăтартса пама пултарчĕ. Çивĕч ăс-хакăлпа пĕрлех çынна хуть те мĕнле ĕçре те ăста алă, пултарулăх, чун сисĕмлĕхĕ кирлĕ. 11-мĕш класра вĕренекен О.Бродюкова вара çĕвĕç ĕçне кăмăллать. Хăй ăсталанă кĕпе-тумтирпе çынсене вăл илемлĕрех кăтартасшăн. Çакăн пекех ачасем паянхи кун ыйтакан профессисем те алла илме ĕмĕтленеççĕ: инженер-программист, юрист тата ытти те.

Вĕренекенсен ĕçне пăхса тухма шкулта ятарласа комисси йĕркеленĕ. Комисси членĕсем В.Железнов, О.Бродюкова проекчĕсене районта ирттерекен “Эпĕ кăмăллакан ĕç” проектсен конкурсне тăратма йышăннă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика