Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДЕПУТАТ ПАРНИСЕМШĔН ВЫЛЯРĔÇ

03 марта 2007 г.

 Районта, республикăра тĕрлĕ спорт енĕпе турнирсем, ăмăртусем иртеççĕ, вĕсене мероприятисене йĕркелекенсен ячĕпе параççĕ. Асăннă пулăм çак çынсем хăйсен ячĕсене чапа кăларассипе çыхăнман, хирĕçле, район çыннисене, çамрăксемпе ачасене ытларах спорта явăçтарас, сывлăхĕсене çирĕплетме майсем туса парас тĕллевпе çыхăннă. Акă, март уйăхĕнче Комсомольскинче спортсменсем район пуçлăхĕн Геннадий Волковăн кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол площадкине тухаççĕ. Анат Тимĕрчкассинче Александр Капитонов парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешеççĕ, хĕрсемпе каччăсем, кĕçĕнреххисем çак спортра хăйсен ăсталăхне туптаса пыраççĕ. Канаш районĕнче Раççей Геройĕ Анатолий Гаврилов, Патăрьел районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Республикинчи федерацийĕн ертỹçин Владимир Семенов призĕсемшĕн çĕршер каччăпа хĕр вăй виçеççĕ. Февралĕн 24-мĕшĕнче Урмаелĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Кияметдин Мифтахутдинов парнисене çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Турнира уçса спортсменсене район пуçлăхĕ Геннадий Волков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Фенис Камальдинов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаид Зайнуллин саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕ Рашид Хамбиков Раççей ялавне çĕклеме тивĕç пулчĕ. Волейбол площадкинче ултă команда тупăшрĕ: Урмаел вăтам шкулĕн, "Алга" ЯХПК, "Çĕрулмие мухтав" агрофирмăн тата "Чувашрегионгаз" ОООпа Çĕнĕ Шупашкарти "Ника". "Чувашрегионгазăн" туслă та вăйлă команди ытти турнирсенче епле вылянине пĕрре мар курма тивнĕ те, вĕсем тĕп приз хуçисем пуласси пĕрре те иккĕлентермерĕ. Çаплах пулчĕ те. Ытти командăсене пĕрин хыççăн теприне çĕнтерсе пырса вĕсем пĕрремĕш вырăн тата кубок хуçисем пулса тăчĕç. Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ спортсменсем те ăста выляççĕ, вĕсем - иккĕмĕш вырăнта. Турнир хуçисен, "Алга" ЯХПК командин вара виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Килес çул турнира ытларах команда хутшăнасса шанас килет. Малти вырăнсенче те пирĕн районсенех курасчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика