ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И.БЫКОВА АСРАН КĂЛАРМАÇÇĔ

28 февраля 2007 г.

Чечен вăрçинче пуçне хунă Ваня Быкова асăнса çулсеренех мини-футбол турнирне йĕркелеççĕ. Кăçал та ăна февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерчĕç. Нĕркеç, Çĕнĕ Кипеç, Янкасси ялĕсенчи, Патăрьел районĕнчи Треньел, Татмăш ялĕнчен командăсем килсе çитрĕç. Район пуçлăхĕ Г.Волков, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов спортсменсене вăйăра ăнăçу сунчĕç. "Урожай" физкультурăпа спорт обществин директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕн çумĕ А.Осипов та тухса калаçрĕ. Сăмах май, хăй те Хирти Сĕнтĕрте çуралса ỹснĕ. Çавна май вăйăсене йĕркелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăнать. Чи малтанах вăйă площадкинче Татмăш командипе янкассисем вăй виçрĕç. Хĕрỹ тупăшура янкасси каччисем маттуртарах пулчĕç, çĕнтерчĕç. Кăçалхи турнира арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç командисем вăй виçрĕç. Пурне те грамота парса чысларĕç. Хĕрỹ те çивĕч тупăшу вара Хирти Сĕнтĕрпе Треньел-1 командăсем хушшинче пулчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Юлашкинчен вара пенальти тапса Хирти Сĕнтĕр команди çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Çĕнтерỹллĕ гола А.Абукин вратарь тапса кĕртрĕ. Уйрăмах А.Голандцев, С.Белов, С.Суцков, С.Кутузов, К.Пильщиков, Н.Герасимов футболистсем маттур вылярĕç. Патăрьел районĕнчи Треньел-1 команда 2-мĕш вырăна тухрĕ. Янкассисем 3 вырăна тивĕçрĕç. Кăçал ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин пуçарăвĕпе ятарласа куçса çỹрекен кубок тата медальсем хатĕрленĕ. Çĕнĕ кубокпа медальсене И.Быков ентешĕсем алран вĕçертмерĕç. Ку, паллах, пурне те савăнтарчĕ. Ял-йыш спортсменсене хĕрỹллĕн саламларĕ. И.Быковăн ашшĕпе амăшĕ футболист-сене парнесем пачĕç. Хăйсен ывăлне асра тытса мини-футбол ăмăртăвне йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Кунĕ сивĕ пулчĕ, çавна май спортсменсемпе куракансене валли вăйă площадкине пысăк сăмаварпа вĕри чей ларт-са пачĕç. Ăшăнма кăвайт та чĕртрĕç. Турнира хутшăннă командăсене вĕри апатпа сăйларĕç. Ăна та урамрах пысăк хуранпа пĕçерсе хатĕрленĕ. Ваня Быков юлташĕсем Г.Прокопьев (вăл та Чечен вăрçинче пулнă), В.Шатилов, В.Белкин - турнира йĕркелесе ирттерес ĕçре чи маттуррисем. Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу цехĕн пуçлăхĕ В.С.Агамирян спонсорла пулăшу кỹнĕ. Турнир çỹллĕ шайра иртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика