Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăшĕ тарăн, тĕллевĕ сулмаклă

28 февраля 2007 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” ятпа тухнă Çыру иртнĕ çулталăкри ĕç-хĕле тĕплĕн хак пани, кăçал тата ытларах тăрăшма сулмаклă тĕллевсем лартни. Тĕплĕн паллашрăм эпĕ унпа. Çырура республика аталанăвне пур енлĕн тишкернĕ. Çапах та мана, ĕмĕр тăрăшшĕпе ял хуçалăх отраслĕнче тĕрлĕ шайра ĕçленĕ çынна, çак енĕпе илсе кăтартнă танлаштаруллă цифрăсем кăсăклантарчĕç.

Акă, сăмахран, ял хуçалăх производствин калăпăшĕн ÿсĕмĕ 3, 2 процентпа танлашнă. Ку вăл Раççейри вăтам кăтартуран икĕ хут лайăхрах! Аш-какай, сĕт туса илессипе те лайăх кăтарту. Республикăри агропромышленность комплексне 2005 çулхи кăтартуран 2, 5 хут ытларах укçа-тенкĕ явăçтарни хăех çак отрасле малалла аталантарма, ăна çÿлелле çĕклеме пулăшниех темелле.

Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредитсем панине те ырлатăп. Ку тĕлĕшпе пирĕн район ыттисемшĕн кăтартуллă ĕçлени те кăмăллă.

Тĕрĕссипе, пĕр вăхăтра ял хуçалăхĕшĕн йывăр тапхăр пулчĕ. Халĕ те ĕçлеме çăмăл мар. Анчах та паян хуçалăх кăтартуллă ĕçлесен, ĕçĕн юлашки результачĕ пысăк пулсан, патшалăх та алă тăссах пулăшать.

Президент Çырăвĕпе паллашнă май, мана тата акă мĕн савăнтарать. Республика пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене, программăсене районта ăнăçлă пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Кăçал, акă, Президент программипех çул-йĕр ыйтăвĕпе пикенсех тимлеме тивĕ. “Лайăх çулсем – экономикăн “юн тымарĕсем” кăна мар, хамăрăн халăха чунран хисепленине кăтартакан паллă та”, тенĕ Н.Федоров çул пирки хак парса асăннă Çырура.

Пĕтĕмлетсе çакна калас килет. Патшалăх Канашне янă Çыру вырăнсенчи кашни ертÿçĕ, специалист умне лартнă ĕç тĕллевĕ. Унти шухăшсене тĕпе хурса тăрăшсан пур енĕпе те ырă улшăну пулĕ.

Красномайски ялĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика