Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общественноçпа пĕрле

14 февраля 2007 г.

о Прокуратура

 

Общественноçпа пĕрле

 

Прокуратура органĕсем обществăра право культурине йĕркелесси тата саккуна пăхăнма хăнăхтарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Преступлени туса право йĕркисене пăсассине асăрхаса тăрас, обществăпа граждансен интересĕсене хÿтĕлес ыйтусем те актуаллă.

Ку енĕпе вĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть район прокурорĕ çумĕнчи координаци канашĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, район прокурорĕ С.Павлов, унăн помощникĕ Ю.Никифоров, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ, милицин участокри уполномоченнăйĕсем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ларăва район прокурорĕ С.Павлов ертсе пычĕ, сăмах тухса каларĕ.

«Граждансен конституцилле прависене тата ирĕклĕхне хÿтĕлесси, преступленисемпе, коррупципе кĕрешесси тата саккунлăха çирĕплетесси – пирĕн ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çынсем патшалăх влаçне шанасси, тĕрĕслĕх çиеле тухасса ĕненесси прокуратура ĕçченĕсенчен нумай килет. Район территорийĕнче пулакан преступленисене хирĕç профилактикăлла мероприятисем ирттерес ĕçе те активлă хутшăнатпăр тата асăрхаса тăратпăр», - терĕ Сергей Владимирович 2006 çулта пулса иртнĕ преступленисем пирки тишкерÿ тунă май.

Иртнĕ çул районта йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ палăрмаллах нумайланни районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне И.Константинова та çав тери пăшăрхантарни вăл тухса калаçнинчен палăрчĕ. «Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче милицин участокри уполномоченнăйĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсен вара ял халăхĕпе таччăн çыхăнса ĕçлемелле. Преступление хирĕç пурин те пĕрле кĕрешмелле», - терĕ Игорь Геннадьевич.

Ларура çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев тухса калаçрĕ. Хуçалăх ертÿçи пулнă май ăна ялсенче эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсем, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсене е вăрлăхлăх тырра вăрлама именсе тăманнисем тарăхтарни, вĕсене хирĕç пĕр хĕрхенмесĕр тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки чарăнса тăчĕ.

Обществăлла вырăнта преступленисем ытларах эрех ĕçнипе пулаççĕ. Çавăнпа та килте эрех туса сутакансем пирки те çивĕч калаçу пычĕ. Вăрмар хула тăрăхĕнче иртнĕ çул преступленисем ялтинчен чылай ытларах пулнине шута хурса унăн пуçлăхĕн А.Васильевăн отчетне итлерĕç.

Преступленисем пулни пурне те пăшăрхантарать, çавăнпа та ларура ыйтусемпе сĕнÿсем параканнисем те чылаййăн пулчĕç.

2006 çулта пулнă çитменлĕхсене пĕтерсе, кăçал пур йывăрлăхсене çĕнтерсе пурте пĕрле çине тăрса преступление хирĕç кĕрешмелли пирки чĕнсе каларĕ хăйĕн калаçăвĕнче район пуçлăхĕ В.Кириллов.

Ĕçлĕ канашлу пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика