Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОФИЦЕРПА ТĔЛ ПУЛЧĔÇ

14 февраля 2007 г.

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта оборонăпа массăллă ĕç уй-ăхлăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Вĕренекенсем кашни класрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тылра хастар ĕçленĕ ветерансемпе, Афган тата Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Ачасене музейри “Паттăрлăх” пÿлĕмĕ те нумай пулăшать. Шкулта спорт ăмăртăвĕсем тăтăш пулаççĕ.

Çак кунсенче тăван шкулта çар службинчен отпуска килнĕ А.Никитин майор пулчĕ. Вăл Никитинсен çемье династине малалла тăсать. Унăн ашшĕпе пĕр тăван Петр Никитич та çар офицерĕ пулнă. Тăван пиччĕшĕ Петр Ильич вара çар летчикĕсен училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ вырăнсенче службăра тăрса отставкăна тухнă.

Александр Никитин танк çар училищинче вĕреннĕ. Службăра тăнă вăхăтрах заочно вĕренсе юрист дипломне илнĕ. Хăна аслă классенче вĕренекенсем умĕнче тухса калаçрĕ. Яшсем ăна тимлĕн итлерĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Вĕсен хушшинче çар специальноçĕсене алла илме, çар офи-церĕсем пулма ĕмĕтленекенсем те пур. Тĕл пулупа пурте кăмăллă пулчĕç. Юлашкинчен вĕренекенсем шкул хăнипе пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.

Çар офицерĕ хăйĕн ашшĕпе пĕрле истори астăвăмĕн му-зейĕнче пулчĕ, музей ĕçне пысăк хак парса кĕнекене çырчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика