Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

07 февраля 2007 г.

Алманчă ялĕ маншăн ачаранах çывăх. Шкулта вĕреннĕ чухнех нумай пулнă эпĕ унта. Еремеевсен ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă ратни пирки те нумай илтнĕ. Анатлий Никандровичпа Роза Кузьминична Еремеевсен килĕнче те пĕрре мар пулса курнă. Вĕсен амăшĕ те питĕ тирпейлĕччĕ, сăмаха майĕпен шутласа çеç калаçатчĕ. "Килĕшỹллĕ çемье", - тетчĕç вĕсем пирки Алманчăра. Кил-çурчĕ те, картишĕ те, пỹрт умĕ те тап-тасаччĕ. Çак тирпей хунямăшĕнчен Роза Кузьминичнăна та куçрĕ-тĕр. Пĕр çăвартан сурса пурăннăран пуль ачисем те сăпайлă, ĕçчен ỹсрĕç.

Çемье пуçĕ Анатолий Никандрович 40 çул хуçалăхра механизаторта ĕçлерĕ. Пĕрлешсе пысăкланнă "Ленинец" колхозри чи хастар водительсенчен пĕриччĕ вăл. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "40 çул аварисĕр ĕçленĕшĕн" значокпа чысланăччĕ. Вăлах Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕччĕ. Ашшĕн хастарлăхĕ кайран ывăлне куçрĕ. Акă мĕнлерех аса илет хăйĕн ачалăхне Геннадий:

- Пĕчĕк чухне эпир аттене эрни-эрнипе кураймастăмăр. Эпир вăраничченех ĕçе каятчĕ те çывăрма выртсан çеç таврăнатчĕ. Ун чĕри çинче ларса ачашланма юрататтăмăр: эпĕ те, Вальăпа Таня йăмăксем те. Автомашинипе апата килсен выляма пăрахсах кабинăна кĕрсе лараттăмăр. Ăна-кăна тытса пăхнăшăн чармасчĕ Вăл, анне çеç хуралатăр тесе машина патне пыртарасшăн марччĕ. Водитель пулас ĕмĕтĕм те çавăн чухнех çуралчĕ Манăн. Ỹсерехпе вара атте руль тытма та, машинăпа çỹреме те вăрентрĕ.

Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан хуçалăх ертỹçи А.Сироткин водителе вĕренме кайма сĕнсен савăнсах килĕшнĕ Геннадий. Виçĕ çамрăк: Николай Степанов, Геннадий Антипов тата Геннадий Еремеев Патăрьелĕнчи ДОСААФ курсанчĕсем пулса тăнă. Часах яла водитель правие таврăннă.

Хăйĕн ĕç биографине Геннадий тăван шкултан пуçланă. М.Абдуллин директор ăна ГАЗ-51 маркăллă автомашина шанса панă. Колхоз ертỹçин çамрăка хăйĕнчен вĕçертес килмен, пилĕк уйăхранах ăна хуçалăха куçарнă. Çапла Г. Еремеев колхоз председателĕн А. Сироткинăн водителĕ пулса тăнă. Ултă çул турттарнă ăна.

Кĕрнеклĕ, илемлĕ каччана куç хывакан хĕрсем ялтах чылай пулсан та Гена чĕри пĕр Лидăна çеç суйланă. Çапла Шăмăршă хĕрĕ Алманчă кинĕ пулса тăнă. Чĕвĕлтетсе çеç тăраканскере çемьере те килĕштернĕ. Нумай çул пăнамăшĕпе сас-хура кăлармасăр пурăннă. Роза Кузьминична çĕнĕ киншĕн лайăх хуняма пулма тăрăшнă. Ял çине начар ят кăларман, кăмака умĕ виçĕ хĕрарăмшăн та тăвăр пулман. Пур ĕçе те канашласа пурнăçланă çĕнĕ кин, вĕсенчен вĕренсе пынă. Авланнă хыççăн Геннадий ертỹçĕне хăйне КАВЗ автобус çине лартма ыйтнă. Икĕ çул ĕçлесе ĕлкĕрсен пуçлăх каллех хăй патне илнĕ.

- Виçĕ çултан хуçалăха çĕнĕ КамАЗсем килчĕç те унпа ĕçлесе пăхас килчĕ. Анатолий Петрович ярасшăн мар. Аран ỹкĕте кĕртрĕм вĕт,_ аса илет Геннадий Анатольевич. 1988 çулта колхозсем пайланса пĕчĕкленчĕç те, Алманчăсем Ленин ячĕлллĕ хуçалăх пулса тăчĕç. Техникисене те пайларĕç. Çак вăхăтра Г. Еремееевăн тĕрлĕ çĕрте вăй хума тиврĕ: механик та, тĕрлĕ маркăллă машинăсен водителĕ те пулчĕ. Çĕр-ĕç фирмине Ю. Попов ертсе пыма пуçласан ăна прицеплă КамАЗ шанса пачĕç. Унтанпа пĕр улшăнмасăр вăй хурать вăл кунта. Вырмара тĕш тырă, кĕркунне сахăр чĕкĕнтĕрĕ, выльăх кăшманĕ, çĕр улми турттарать. Аякри командировкăсене те ăнах яраççĕ. Çак кунсенче çеç Волгограда К-700 трактор валли анлă профиллĕ резинăсем илме кайса килчĕ. Хуçалăхра КамА3сем пиллĕк пулин те опытлă тесе ăнах шанаççĕ. Нихăçан та хирĕçлемест, çийĕнчех çула тухать. Унăн автомашини яланах юсавлă, таса, тирпейлĕ. Техникăна çапла тытасси те ашшĕнченех куçнă-тăр.

Геннадий Анатольевичпа мăшăрĕ Лидия Михайловна 26 çул кăвик кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ хĕр çитĕнтерчĕç. Алина медицина колледжĕнчен вĕренсе тухрĕ. Çемьеллĕ. Вĕсен пĕчĕк Алеша ỹсет. Ирина Шупашкарта ЧПУн экономика факультетĕнче ас пухать. Лидия Михайловна та ялта хисеплĕ çын. 30 çул райпо магазинĕнче сутуçăра вăй хурать, заведующи. Килĕшỹллĕ мăшăр Еремеевсен ятне çỹлте тытать. Çурчĕ-йĕрĕ те кермен пек. Унта тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Шел, ашшĕпе амăшĕ чирлесе çĕре кĕчĕç. Халĕ иккĕшех пурăнаççĕ.

Геннадий Анатольевич иртне эрнере 50 çул тултарчĕ. Юбилейпе ăна çывăх çыннисем, хуçалăх ертỹçисем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, тăваанĕсем сламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ĕç пурнăç никĕсĕ, вăл çынна мухтава кăларать, теççĕ чалăхра. Çак ăслă сăмахсен чăнлхĕпе тĕрĕслĕхĕ Г.А.Еремеев кун-çулĕнчен те уççăн курăнать. Çакнашкал сутă хĕлхемлĕ, ĕçчен çынсем илем кỹреççĕ те ĕнтĕ пирĕн пурнăçа. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика