Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт мастерĕсен йышĕ ÿсет

10 февраля 2007 г.

о Спорт

 

Спорт мастерĕсен йышĕ ÿсет

 

Вăрмар тăрăхĕ чаплă спортсменсемпе пуян. Пилĕк çул каялла районта тĕрлĕ енĕпе спорт мастерĕн нормине тултарнисем 50 çын ытла шутланаççĕ тенĕ пулсан, халĕ вĕсем 100 яхăн.

Паян вара чапа тухнă тепĕр спорт мастерĕпе паллаштаратăп. Вăл - Сергей Михайлович Чернов. Амăшĕ - Ольга Аверьяновна Хĕрлĕçыр ялĕнчен, ашшĕ - Михаил Иванович Чернов Шăхальтен, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Сергей çамрăк-ха. Пĕлтĕр 20 çул тултарчĕ. Шупашкарти кооператив институтĕнче юридици факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Спортпа çамрăклах интересленме пуçланă.

Шупашкарти электроаппаратура заводĕнчи самбо енĕпе кĕрешме вĕрентекен клубри ăсталăха туптакан çамрăк А.Рыбаков тренер пулăшнипе 2000 çултах республикăн пĕрлештернĕ командине лекет. Çав çулах çĕр-шыври çамрăксем хушшинче мала тухассишĕн Тверь облаçĕнчи Торжок хулинче ирттернĕ ăмăртура пуçласа бронза медале тивĕçет.

Тепĕр çул Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăнать. Самбо тата дзюдо енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче республика чемпионĕ пулса тăрать.

2002 çул та çĕнтерÿсемпе паллă. Çĕр-шывра мала тухассишĕн Пенза хулинче ирттернĕ тупăшусенче бронза медаль çĕнсе илет. Çавăн хыççăн ăна Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командине кĕртеççĕ. Санкт-Петербургра ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ» турнирта виççĕмĕш вырăна тухать.

2003 тата 2004 çулсенче ирттернĕ ăмăртусенче те призерсен йышне лекет.

Çамрăк спортсменшăн 2005 çул уйрăмах ăнăçлă шутланать. А.Харлампиева асăнса Рязань хулинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăнать, самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормине пурнăçлать. Республикăра дзюдо тата самбо енĕпе ирттернĕ чемпионатсенче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илет. Дзюдо енĕпе Йошкар-Олара ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта виççĕмĕш вырăна тухать, спорт мастерĕн нормине пурнăçлать.

Çамрăк спорт мастерĕ иртнĕ çул кашни тупăшурах призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн Пермь хулинче ирттернĕ Раççей çуллахи спартакиадинче çĕнтерет. Хусанта Мадьярова асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта, Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн тата дзюдо енĕпе ирттернĕ республика чемпионатĕнче, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе мала тухассишĕн ирттернĕ тупăшусенче çĕнтерсе чемпион ятне тивĕçнĕ. Кстовăра Раççейри студентсем хушшинчи чемпионатра иккĕмĕш пулнă. Декабрь уйăхĕнче Атăлçи федераци округĕн чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Пултаруллă спортсмен кăçалхи çулталăка та çĕнтерÿпе пуçларĕ. Январь уйăхĕнче Кстовăра ирттернĕ ăмăртура 100 килограмм ытларах таякан спортсменсем хушшинче Раççей чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.

Апла пулсан Сергейăн малашлăхĕ пысăк, вăл пире пĕрре кăна мар савăнтарĕ-ха.

 

А. ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика