Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă спортсменсем хатĕрлеççĕ

07 февраля 2007 г.

о Юбилей çывхарать

 

Пултаруллă спортсменсем хатĕрлеççĕ

 

Кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕнче районти Спорт çуртне уçнăранпа 25 çул çитет. Çак юбилей районти кашни çыншăнах, спортсменсемпе спорта юратакансемшĕн, çамрăксемпе шкул ачисемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ара, çак шкулта туптанаççĕ-çке спортăн анлă çулĕ çине тухакан велосипедистсемпе çăмăл атлетсем тата ыттисем.

Спорт çуртне уçнă кун паян та куç умĕнчех-ха. Ку савăнăçлă мероприятие кашниех хутшăнма тăрăшрĕ. Кăнтăрла иртни пĕр сехет çитнĕ çĕре Спорт çурчĕ умне халăх пухăнчĕ. Спортсменсемпе физкультурниксем те нумай.

Савăнăçлă митинга КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Алексеев уçрĕ.

- Пирĕн районти ĕççыннисен, физкультурниксемпе спортсменсен паян паллă кун. Спорт çурчĕ уçăлни физкультурăпа спорта малалла аталантарма, унта ĕççыннисен анлă массине хутшăнтарма, пултаруллă спортсменсем çитĕнтерме тата лайăхрах майсем туса парать. Хальхи вăхăтра районта 45 физкультура коллективĕнче 6716 спортсмен шутланать. Юлашки çулсенче велосипед, çăмăл атлетика, волейбол, алă мечĕкĕ енĕпе палăрмаллах ÿсĕмсем тунă. Йĕлтĕр, футбол ăмăртăвĕсем массăллăн иртеççĕ, - терĕ вăл.

Савăнăçлă митингра Спорт çуртне купаланă районти юсавпа строительство участокĕн начальникĕ В.Петров халĕ генерал-лейтенант, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать Спорт çурчĕн директорне Ю.Григорьева символла уçă парать. Çĕнĕ çурта кĕме хăю касаççĕ, алăксем яриех уçăлаççĕ. Совет Союзĕн Гимнĕ янăрать. Облпрофсовет председателĕ К.Груздева, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ В.Филиппов тата В.Алексеев Спорт çуртне вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕ çынсене Хисеп грамотисем пачĕç.

СССР спорт мастерĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А.Федоров сăмах илчĕ:

- Эпир, районти физкультурниксемпе спортсменсем, çакăн пек чаплă Спорт çурчĕ пулнишĕн чĕререн савăнатпăр, пурне те тав тăватпăр, физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе хамăртан мĕн килнине пурне те тăватпăр.

Спорт çурчĕ уçăлнă ятпа залра кунĕпех ăмăртусем пулчĕç. Шупашкарти пир-авăр комбиначĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи акробатсем кăтартуллă упражненисем турĕç.

Кавир çине кĕрешекенсем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Вĕсен кăтартуллă самбо кĕрешĕвне те пурте хапăлласа кĕтсе илчĕç.

Шашкăлла выляссипе 16 хут республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ СССР спорт мастерĕ Ю.Козырев пĕр харăсах 25 спортсменпа тĕл пулса вылярĕ, çирĕм тăваттăшĕнчен выляса илчĕ.

Çак кун Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕсем тата пирĕн районти спортсменсем волейболла выляса ăмăртрĕç. Пирĕн район команди хăнасене 3 : 2 шутпа çĕнтерчĕ.

Вăл вăхăтра районти спорт комитечĕн председателĕнче М.Семенов ĕçлетчĕ. Унăн аса илĕвĕнчен:

«1970-1980-мĕш çулсенче пирĕн район спортăн тĕрлĕ енĕсемпе республикăра малтисен ретĕнче пыратчĕ. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе республикăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне темиçе çул хушши çĕнсе илтĕмĕр. Çапла вара Спорт çуртне пирĕн районта тăвас пирки те спортри лайăх кăтартусемех пулăшрĕç пулмалла. Спорт çуртне уçни физкультурăпа спорта малалла аталантарас енĕпе лайăх условисем туса пачĕ. Çавна май районти спортсменсем спортăн анлă çулĕ çине тухса пире чаплă çитĕнÿсемпе савăнтарма пуçларĕç».

Тĕрлĕ çулсенче Спорт çурчĕн директорĕсем пулса Ю.Григорьев, М.Семенов, В.Егоров, Г.Ухин, В.Сейфуллин, Г.Боредский, А.Федоров, С.Архипов, И.Алешин, Л.Уливанов ĕçленĕ. Халĕ унăн директорĕ С.Никитин.

Хăйсен ăсталăхне çакăнта туптанă пултаруллă велосипедистсемпе çăмăл атлетсен йышĕ çултан çул ÿссех пырать. Паянхи куна илсен спорт мастерĕсем кăна 40 яхăн шутланаççĕ.

Республикăра, Раççейре, тĕнчере чапа тухнă пирĕн пултарулă спортсменсем паянхи çамрăксене спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

 

А. ХОВАНСКИЙ,
Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика